Наци проекчӗпе 53 ҫӗнӗ проект пурнӑҫа кӗртнӗ
2025 ҫулта «Туризм и гостеприимство» наци проекчӗ шайӗнче Тутарстанри 19 районта пӗтӗмӗшле 88 миллион тенкӗлӗх 53 ҫӗнӗ проект пурнӑҫа кӗртнӗ. Кун пирки ТР туризмпа патшалӑх комитечӗн пуҫлӑхӗ Сергей Иванов ведомствӑн пӗтӗмлетӳ коллегийӗнче пӗлтернӗ.
«2020 ҫултанпа хула тулашӗнчи объектсен шучӗ 6-ран 63 таран ӳснӗ. Инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 4,8 миллиард тенке яхӑн, ҫав шутра наци проекчӗ пулӑшнипе», – каланӑ ведомство пуҫлӑхӗ.
Унсӑр пуҫне 2025 ҫулта туризм инфраструктурине аталантарас тӗлӗшпе 201 миллион тенкӗлӗх предпринимательсен пуҫарӑвӗсене те ырланӑ. 112 миллион тенкине 87 вӑхӑтлӑх пурӑнмалли модульсем тума уйӑрнӑ. Ҫак номерсене 2026 ҫулта хута яма палӑртнӑ.
Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе туризм оборудованийӗ туянӗҫ, мунча, чан, ача-пӑча площадкисем лартӗҫ, модульлӗ кафесемпе санузелсем вырнаҫтарӗҫ, сывлӑх енчен ҫирӗп мар ҫынсем валли инфраструктура йӗркелӗҫ.
Ведомство пуҫлӑхӗ наци проекчӗпе килӗшӳллӗн 2030 ҫул тӗлне Тутарстанри хӑна ҫурчӗсемпе ытти вырӑнсене килекен туристсен йышне 50 процент ӳстерме, 2,7 миллионран 4,4 миллион таран ҫитерме палӑртнине те каласа хӑварнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев