Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Февралӗн 14-мӗшӗнче Çырчаллинче мăшăрсем старта тухаççӗ

Хӗллехи тӗп мероприятисенчен пӗри – юбилейлă 25-мӗш Кама йӗлтӗр марафонӗ кăçал Юратакансен кунӗпе тӳр килет.

Профессионалсен ăмăртăвӗ кăна мар, юратакансем валли фестиваль те пулать вăл тесе пӗлтерет chelny-izvest.ru сайт «Прибрежный» паркра февралӗн 14-мӗшӗнче иртекен хӗллехи мероприяти пирки. «Титан» Олимп резервӗсен шкулӗн директорӗ Лейла Вопшина каланă тăрăх, марафона хальхинче «Юратакансен ăмăртăвӗ» форматпа уçаççӗ.

Ирхине 9:00 сехетре старта тин кăна пӗрлешнисенчен пуçласа вун-вун çул пӗрле пурăнакан мăшăрсем тухаççӗ. Тӗп услови – хӗрпе каччă е халапри, е уяв персонажӗсен тумӗпе пулмалла. «Юратакансен чупăвне» хутшăнас текенсем регистраци-тавраш иртсе тăмасăрах старта тухмалли вырăна пымалла. Финиша çитсен вӗсенчен кам та пулсан пурнăç юлташӗ пулма суйланă çынна юратни çинчен пӗлтерекен е качча тухма ыйтакан тупăнасса шанаççӗ йӗркелӳçӗсем. Финиша çитнӗ кашни мăшăра асăнмалăх медальпе чыслаççӗ. Хăйнеевӗрлӗхпе палăрнисем спонсорсен парнисене тивӗçеççӗ.

10:00 сехетре спортăн тӗп пайӗ пуçланать. Профессионал марафонецсем  30 тата 50-шар километрлă дистанцисене чупаççӗ. Кун валли трасса халех хатӗр. Çамрăк атлетсемпе спорта юратакансем 13:00 сехетре старта тухаççӗ, вӗсем 5-рен пуçласа 20 километра чупаççӗ. Приз фончӗ те кăçал сумлă – 1 миллион тенкӗ.

Кама йӗлтӗр марафонне Тутарстанра кăна мар, Раççейӗпех пӗлеççӗ. Юбилейлă марафона хутшăнма 200 ытла çынран заявка килнӗ те ӗнтӗ. Вӗсенчен 150-шӗ чи йывăр 50 километр дистанцие суйланă. Çырчаллине марафонецсем хальлӗхе Мускав, Санкт-Петербург, Екатеринбург, Саранск, Ульяновскпа Владимир хулисенчен килесси паллă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт