2025 çулта çемье çавăракансем йышланнă-и?
Кӗçнерникун ТР Министрсен Кабинечӗн гражданла лару-тăру акчӗсен çырав управленийӗ 2025 çулта тунă ӗçсене пӗтӗмлетрӗ.
Управлени ларăвне ТР премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева хутшăнчӗ. Ӗçре палăрнисене, республикăри хисепе тивӗç çемьесене наградăсем пачӗç, малашне те тӗслӗхлӗ пулма хавхалантарчӗç, ыттисене тӗслӗх илме чӗнчӗç.
ЗАГС Управленийӗн пуçлăхӗ Эльвира Ахметова хăйӗн докладӗнче 2025 çулта Тутарстанра çемье çавăракансем унчченхи çулпа танлаштарсан йышлă пулнине палăртрӗ. Çемье арканнă тӗслӗхсем пачах урăхла, 2024 çултипе танлаштарсан самай сахалрах.
Чăвашсемпе те тӗл пулма тӳр килчӗ. 2025 çулта «Нэчкебил» конкурсӗн финалне тухнă Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинчи Анна Егорова Валерий мăшăрӗпе, усрава илнӗ ачисемпе, тăванӗсен ачисемпе юрă-кӗвӗ шăрантарчӗ. Çемье ансамблӗ илемлӗ чăваш кӗввисем каласа хăнасене кӗтсе илчӗ.
Сăнӳкерчӗксем В.Васильевăн («Татар-информ» ИА).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев