Çӗнӗ Шуçăм районӗн культура уйрăмне Çӗпрел чăвашӗ ертсе пырӗ
Çӗнӗ Шуçăм муниципаллă районӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçин хушăвӗпе çак кунсенче районăн культура уйрăмӗн ертӳçине Олег Витальевич Кузнецова лартнă.
Республикăн кадрсен резервӗнче тăнă Олег Кузнецов (1991 çулхи) – чăваш каччи, Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Çӗпрел ялӗнче çуралнă, ӗç çулне те кунтах пуçланă. Мускаври гуманитарипе экономика институчӗн юридици факультетне пӗтернӗ, 2010-2011 çулсенче çарта тăнă çамрăк специалист юлашки çулсенче Çӗпрелӗнчи «Ача-пăча пултарулăх шкулӗ» хушма вӗрентӳ учрежденин директорӗнче тăрăшрӗ.
Пултаруллă качча пирӗн вулакансем лайăх конферансье пек те пӗлеççӗ. Районта иртекен нумай мероприятие, çав шутра «Акатуй», «Чăваш пики» пек чăваш мероприятийӗсене те, питӗ ăста ертсе пычӗ. Культура ӗçне питӗ лайăх чухлакан вăйлă йӗркелӳçӗ, ертӳçӗ пек кăтартрӗ вăл хăйне. Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи культура уйрăмӗн должноçне лартмалли чăннипех те тивӗçлӗ кандидат.
Çӗнӗ Шуçăм районӗнче ытти халăхсеннипе пӗрлех чăваш культурине те çӗклеме пулăшасса иккӗленместпӗр. Пултаруллă ентешӗмӗре çӗнӗ ӗç вырăнӗнче те çӗкленӳллӗ кăмăлпа тăрăшса ӗçлеме тата пысăкрах çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр. (Сăнӳкерчӗк «Шешминская новь» хаçатран).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев