«БУРАТИНО» ÇӖНӖ ФИЛЬМĂН ДЕКОРАТОРӖ – ЧĂНЛĂ РАЙОН ЧĂВАШӖ Дмитрий КОЗЛОВ
Ку хыпара «Цильнинские новости» телеграм-каналӗнче асăрхарăмăр. Вӗсем хăйсен ентешӗпе савăнса ку хыпара ыттисене те пӗлтерме васканă. Сăмах май, «Сочи парк» проекта та вăл хутшăннă.
Нумай пулмасть проката «Буратино» фильмăн çӗнӗ экранизацийӗ тухрӗ. Савăнтаракан хыпар – кинокартина валли декорацисене Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районне кӗрекен Тимӗрçен ялӗнче çуралнă Дмитрий Козлов хатӗрленӗ. Çав ялта чăвашсем пурăннине пӗлсен çапла çирӗплетме пулать. Чăнлă район пуçлăхӗпе Владимир Бабайкинпа шăнкăравласа калаçнă хыççăн иккӗленни пӗтрӗ. Вăл чăваш ачи.
Дмитрий Козлов ентеш тесен те юрать. Çак ял Çӗпрел районӗнчи Хулаçырминчен инçе мар. Ял хутлăхӗсен хушши 7 çухрăма яхăн.
Ку хыпара «Цильнинские новости» телеграм-каналӗнче асăрхарăмăр. Вӗсем хăйсен ентешӗпе савăнса ку хыпара ыттисене те пӗлтерме васканă. «Пысăк кинора хамăр ентешӗмӗрӗн ӗçне курма питӗ кăмăллă. Дмитрий, эпир санпа мухтанатпăр!», – тенӗ вӗсем.
Сăмах май, «Буратино» кинона ӳкерме Италие кайма тивмен. Съемкăн тӗп площадки «Москино» кинопаркра вырнаçнă. Тăватă уйăх хушшинче кунта XIX ӗмӗр вӗçӗнчи — XX ӗмӗр пуçламăшӗнчи чăн-чăн Итали хули ӳссе ларнă – фонтанлă ратуша тӳремӗпе, суту-илӳ лавккисемпе, тратторисемпе, Карабас театрӗпе – вăл хăй кăна 600 тăваткал метр лаптăк йышăнать, папо Карло мастерскойӗпе, чул кӗперсемпе. Кӗпер бутафори мар, ăна чулранах тунă. Ку актерсене питӗ килӗшнӗ. Федор Бондарчук сăмахӗпе, ку экранти картинкашăн кăна мар сасăшăн, пурнăçри пек чӗрӗлӗхшӗн кирлӗ.
Унсăр пуçне павильонсенче папо Карлон пӳлӗмне, Тортила тимӗр шапан шыв айӗнчи тӗнчине тата ыттине те.
Дмитрий Козлов, паллах, пӗччен кăна ӗçлемен – декораторсен ушкăнӗнче. Вăл Ульяновск облаçӗнчи Аслă Нагаткинри искусствăсен ача-пăча шкулӗн ӳнер уйрăмӗнчен вӗренсе тухнă.
Сăмах май, ун пурнăçӗнче ку пӗрремӗш проект мар. Дмитрий «Сочи паркăн» тӗп дизайнерӗ те.
Ун çинчен тӗплӗнрех пӗлес шутпа ВКонтактери страницине те кӗрсе тухрăм. Дмитрий питӗ активлă çын пулни курăнать. Вăл çул çӳреме, çӗнӗ вырăнсемпе паллашма юратать пулас. Геолокаци палăртнă тăрăх Сочире пурăнать. «Авланмасăр ку статуса илсе пăрахмастăп-ха» – тенинчен хальлӗхе вăл мăшăр тума чун савнине тӗл пулман.
Дмитрий сывă пурнăç йӗркине хисеплени те курăнать. Вăл байдаркăпа та ярăнать, велоспорта та кăмăллать, марафон чупма та. Тӗрлӗ енлӗ интереслӗ çын пулни сисӗнет.
Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчӗк «Цильнинские новости» телеграм-каналӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев