Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кăçал Тутарстанра 55 шкулпа 18 ача садӗнче юсав ирттереççӗ

Республика тата федераллă программăсемпе Тутарстанри 25 районта, Хусан тата Çырчалли хулисенче 55 шкулта, тăхăр районпа Хусан хулинче 18 ача садӗнче, ултă районпа Çырчалли хулинче 16 профессиллӗ вӗрентӳ учрежденийӗнче юсав ӗçӗсем ирттерӗç. Çакăн пирки журналистсене ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин пӗлтернӗ.

«Федераллă программăпа килӗшӳллӗн, Раççей Федерацийӗн бюджетӗнчен Тутарстанри 36 шкула юсама 1,8 миллиард тенкӗ укçа  уйăрӗç. Арскри педагогика колледжӗн вӗренӳ корпусӗнче юсав пырать. Анат Кама хулинчи нефтехимипе нефть тирпейлессин колледжне те юсаса çӗнетӗпӗр», – тенӗ министр.

Республика бюджетӗнчен вара шкулсемпе ача сачӗсене юсама 2,7 миллиард тенкӗ уйăраççӗ.

Кунсăр пуçне пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗрентӳ учрежденийӗсенчи столовăйсене çӗнетме те 1 миллиард тенкӗ уйăрма палăртса хунă. Профессиллӗ пӗлӳ паракан объектсене – ресурс центрӗсемпе общежитисене юсама та çавăн чухлех укçа уйăрма палăртнă.

 

Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе наука министерствин сайтӗнчен.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев