Вӗренӳ учрежденийӗсем ҫанталӑк сиветсен хӑйсен штат режимӗпе ӗҫлеҫҫӗ, шкула килнӗ пур вӗренекене йышӑнаҫҫӗ.
Сивӗтсен куҫӑн занятисене ирттерме чарма йышӑнӑва кашни шкул ҫанталӑк условийӗсене шута илсе хӑй тӗллӗн тӑвать. Ашшӗ-амӑшӗ те ачана сивӗре шкула ямаллипе ямалла маррине хӑй палӑртать, кун пирки класс ертӳҫине пӗлтерме манмалла мар.
Миҫе градус сивӗре хăш классем шкула каймалла мар:
- Сывлăш температури -23 градус пулсан, ял шкулӗсенчи пуҫламăш классем вӗренмеҫҫӗ;
- -25 градуса ҫитсен – хула шкулӗсенчи пуҫламăш классем, ял шкулӗсенчи 5–9 классем;
- -27 градусра хула шкулӗсенчи 5–9 классем;
- -30 градусра ял шкулӗсенчи 10-11 классем;
- -32 градусра хула шкулӗсенчи 10-11 классем.
Сывлӑш температури -3 градусран ытла мар сивӗ пулсан, ҫил ҫеккунтра 6–10 метртан сахалрах хăвăртлăхпа вӗрсен кӗçӗн классемпе урамра физкультура урокне ирттерме юрать; аслӑ классемпе -10 градусран ытла мар пулмалла.
Нет комментариев