News by date 25 August 2023
-
Ҫулсерен 400 ытла ҫын хӑй ӗҫне уҫма финанс пулӑшӑвӗ илет
Тутарстан Республикинче ҫулсерен 400 ытла ӗҫсӗр ҫын предприниматель ӗҫне йӗркелеме 145 100 тенкӗ укçа илет. Финанс пулӑшӑвне илнисен шутӗнче 80 проценчĕ 30 ҫултан аслă. Кун пирки пресс-конференцире ТР ӗҫ, ӗҫлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова пӗлтернӗ.
-
Кӗркунне кинофестивальпе илемлӗ.
Паллă артистсенчен кам хутшăнӗ кăçалхи фестивале?
-
Хусанта 11 ветерана «Çар çапăçăвӗсен ветеранӗ» удостоверени панă
Августăн 24-мӗшӗнче Хусанти Химиксен Культура керменӗнче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă запасри ветерансене «Çар çапăçăвӗсен ветеранӗ» удостоверенине панă. Церемони икӗ уйăх каялла уçăлнă «Защитники Отечества» федераллă фондăн филиалӗнче иртнӗ.
-
Грипп çитиччен вакцинаци иртӗр
Тутарстан Республикине грипран хӳтӗленме 642 пин вакцина кӳрсе килнӗ.
-
Осиновăра çӗнӗ поликлиника
Ултă пин тăваткал метр лаптăк йышăнакан поликлиникăра çула çитменнисен уйрăмӗ те, аслисен те пур.
-
БРИКСăн тепӗр саммичӗ Хусанта пулать
Çитес çул БРИКС пӗрлешӗвӗн председателĕ Раççей пулать. Çӗршывсен ертӳçисен черетлӗ анлă ларăвӗ ăçта иртессине Владимир Путин халех пӗлтерчӗ, вăл – Хусан, октябрь уйăхĕ. Хăш числосенче пуласси кăна паллă мар-ха. Июнӗн 12-23-мӗшӗсенче вара республикăн тӗп хулинче тӗнче шайӗнчи тепӗр мероприяти – БРИКС вăййисем – иртеççӗ, унта командăсем 25 спорт тӗсӗпе ăмăртаççӗ.
-
«Сувар» – чи çывăх юлташ» конкурса хутшăнар-и?
Хаклă вулакансем, «Сувар» – чи çывăх юлташ» конкурса сăнӳкерчӗк ярса патăр-и-ха? Ӗлкӗреймен пулсан васкăр. Конкурса янă ӗçсене сентябрӗн 30-мӗшӗччен кăна йышăнатпăр.
-
Хăрушсăрлăхпа тивӗçтересси – тӗп задача
Террористла хăрушлăх сиксе тухас пулсан вӗрентӳ организацийӗсен тата хурал ӗçченӗсен мӗн тумаллин комплекслă сценарийӗпе августăн 29-30-мӗшӗсенче Пӗтӗм Раççейри ученисене пуçласа йӗркелеççӗ. Ку мероприятисем шкулсенче, колледжсенче тата техникумсенче иртеççӗ.
-
10-11-мĕш классем валли
Тăван чăваш чӗлхине вӗренмелли кӗнеке пичетленсе тухнă
-
Зоя Демьяновна КРАЙНОВА 85 çул тултарчĕ
Аксу районӗнчи Кӳшӳ ялӗнче пурăнакан Зоя Демьяновна КРАЙНОВА августăн 25-мӗшӗнче 85 çул тултарать. Юратнă анне, асанне, кукамай! Сана юбилей ячӗпе саламлатпăр! Паян сан куну, паян сана чи лайăххине сунатпăр! Чи малтан сывлăх – унсăр нимӗнле телей те çук, вӗçӗ-хӗррисӗр телей. Сана чи çывăх çыннусем сырса илччӗр. Çӗнӗ куншăн яланах хаваслан, иртнӗ куншăн нихăçан та ан ӳкӗн.