Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

10-11-мĕш классем валли

Тăван чăваш чӗлхине вӗренмелли кӗнеке пичетленсе тухнă

Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийӗсен 10-11-мӗш класӗсенче тăван чăваш чӗлхине вӗренме Чăваш кӗнеке издательствинче нумай пулмасть çӗнӗ вӗренӳ кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Унăн авторӗ – филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ Ю.М.Виноградов, рецензенчӗсем – филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗсем Т.В.Денисова, А.П.Долгова тата филологи ăслăлăхӗсен докторӗ А.М.Иванова.

10-мӗш класра 5 пысăк тема, 11-мӗш класра 2 тема пăхса тухма палăртнă. Ку темăсем ачасемшӗн çӗнӗлӗх мар. Вӗсене 2 – 9-мӗш классенче вӗреннӗ. Халӗ вара, 10-мӗш тата 11-мӗш классенче, ку таранччен мӗн вӗреннине аса илсе çирӗплетсе хăвараççӗ.

Вӗренӳ пособийӗнче тӗрлӗрен ӗç сӗннӗ: ушкăнпа тумалли, интернетпа усă курса тумалли, творчествăллă ӗçсем, проект ӗçӗсем тата ытти те. Кӗнеке вӗçӗнче питех те кирлӗ «Усăллă канашсен энциклопедине» вырнаçтарнă. Унта панă схемăпа, проектпа ӗçлессин, текстăн кӗске планне тăвассин йӗркисемпе вӗренӳ çулӗ тăршшӗпех усă курма пулать. Кунта çавăн пекех поэзи текстне ăнлантармалли, тематика конспектне çырмалли, «Сăмахăн портречӗ» проект тумалли йӗркесем, 11-мӗш класра чăваш чӗлхипе тытмалли экзаменăн тытăмӗпе содержанийӗ тата ытти усăллă канашсем пур.

Вӗренӳ пособине Федерацин патшалăх вӗренӳ стандарчӗпе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ.

Алина МАЙОРОВА,

кӗнеке редакторӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев