Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Осиновăра çӗнӗ поликлиника

Ултă пин тăваткал метр лаптăк йышăнакан поликлиникăра çула çитменнисен уйрăмӗ те, аслисен те пур.

Тутарстан Раисӗ паян Ешӗлвар районӗнчи Осиново поселокӗнче поликлиника уçрӗ. «Сывлăх сыхлавӗ» наци проекчӗн регионти «Сывлăх сыхлавӗн малтанхи звенине модернизацилесси» проекчӗпе тунă ку медицина учрежденине. Ултă пин тăваткал метр лаптăк йышăнакан поликлиникăра çула çитменнисен уйрăмӗ те, аслисен те пур. Пӗр сменăра 400 пациента йышăнмалăх унăн хăвачӗ. Халӗ поликлиника çумне 15320 çын çирӗпленнӗ, çак шутран ачасем – 4634.

Поликлиникăра хальхи вăхăтри медицина оборудованийӗ, унăн территорийӗнчех васкавлă пулăшу станцийӗ, аптека, кăкăр ачисем валли сӗт-турăх салатакан пункт, клиникăпа диагностика лабораторийӗ ӗçлеме пуçлать.

Çаплах кунта кунӗн стационар иртекенсемшӗн 14 койка лартнă.

Поликлиникăна тума 675 миллион тенкӗ укçа тăкакланă.

Сывлăх сыхлав учрежденийӗ валли пурлăх туянма савăнăçлă лару-тăрура Тутарстан Республикин Раисӗ Ешӗлвар районӗн тӗп больницин ертӳçинеРамиль Рафизович Мухаматдинова 100 пин тенкӗлӗх сертификат панă.

Осиновăран инçех мар, Хусанти «Салават Купере» пурăнмалли массивра çулталăкран комплекслă поликлиника уçăлассине ӗнер хăйӗн телеграм каналӗнче РФ Патшалăх Думин депутачӗ Айрат Фаррахов пӗлернӗ.

Пурăнмалли массив хăвăрт ӳссе пынипе çынсен сывлăхне тӳрлетме медицина учрежденийӗсем çителӗксӗрри вăрттăнлăх марччӗ ӗнтӗ. Кунти аслисен пӗртен-пӗр «Спасение» поликлиникипе пӗр ача-пăча поликлиникине çынсем ыйтнине тивӗçтерсе тăма çăмăл мар. Çавăнпа çӗнӗ хыпар «Салават Куперере»  пурăнакансене савăнтарчӗ.

Çӗнӗ медицина учрежденийӗнче ачасен тата аслисен поликлиникисем, травма-центр, гериартрика, реабилитаци, шкул медицинин центрӗсем пулӗç.

Сăнӳкерчӗк rais.tatarstan.ru сайтран.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье