Ҫулсерен 400 ытла ҫын хӑй ӗҫне уҫма финанс пулӑшӑвӗ илет
Тутарстан Республикинче ҫулсерен 400 ытла ӗҫсӗр ҫын предприниматель ӗҫне йӗркелеме 145 100 тенкӗ укçа илет. Финанс пулӑшӑвне илнисен шутӗнче 80 проценчĕ 30 ҫултан аслă. Кун пирки пресс-конференцире ТР ӗҫ, ӗҫлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова пӗлтернӗ.
Эльмира Зарипова сӑмахӗсемпе, предприниматель ӗҫне йӗркелесси ял хуҫалӑх, производство, вӗрентӳ, суту-илӳ тата илемлӗх сферинче палăрать.
Тӗслӗхрен, кӑҫал ӗҫпе тивӗҫтерекен центр пулӑшнипе Анат Кама районӗнче килти выльӑхсене пӑхмалли студи, Заинск районӗнче металран ӑсталассипе производство, Саба районӗнче ташӑ студине уҫнӑ тата Элмет районӗнче галантерея изделийӗсем туса кӑларассине йӗркеленӗ.
Харпӑр хӑй ӗҫне йӗркелекен çынсен хушшинче 5 проценчĕ пенси çулне çывхаракансем, 15 процентчĕ 30 ҫула ҫитмен ҫамрӑксем. Пулӑшу ыйтакансен 77 проценчĕ хӗрарӑмсем, 23 - арҫын. Унсӑр пуҫне укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗпе усӑ курнисен 30 проценчĕ ялсенче пурӑнать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев