Грипп çитиччен вакцинаци иртӗр
Çӗнӗ хыпарсем

Грипп çитиччен вакцинаци иртӗр

Тутарстан Республикине грипран хӳтӗленме 642 пин вакцина кӳрсе килнӗ.

Тутарстан Республикине грипран хӳтӗленме 642 пин вакцина кӳрсе килнӗ. Чи малтанах медицина ӗçченӗсене, çие юлнисене, 6 уйăхран 4 класа каякан ачасене прививка тăвӗç. Çак тӗллевпе 4 валентлă Ультрикс вакцинăна медицина учрежденийӗсене 93 пин единица салатаççӗ.

Больницăсемпе поликлиникăсене çавăн пекех 549 пин вакцина Совигрипп кӳрсе килнӗ. Пӗтӗм Тӗнчери Сывлăх сыхлав Организацийӗ ыйтнине 3 валентлă вакцина тивӗçтерет. Унпа çитӗннисене прививка тăвӗç.

Пурăнакан çӗртен çирӗпленнӗ поликлиникăсенче вакцинаци иртме пулать. Сентябрь уйăхӗнче вакцинăн тепӗр партине илсе килӗç.

 

Сăнӳкерчӗк

 

 


Здоровье

Нет комментариев