Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

БРИКСăн тепӗр саммичӗ Хусанта пулать

Çитес çул БРИКС пӗрлешӗвӗн председателĕ Раççей пулать. Çӗршывсен ертӳçисен черетлӗ анлă ларăвӗ ăçта иртессине Владимир Путин халех пӗлтерчӗ, вăл – Хусан, октябрь уйăхĕ. Хăш числосенче пуласси кăна паллă мар-ха. Июнӗн 12-23-мӗшӗсенче вара республикăн тӗп хулинче тӗнче шайӗнчи тепӗр мероприяти – БРИКС вăййисем – иртеççӗ, унта командăсем 25 спорт тӗсӗпе ăмăртаççӗ.

Çӗршывсен БРИКС пӗрлешӗвӗн саммичӗ кăçал августăн 22-24-мӗшӗсенче Йоханнесбург (ЮАР) хулинче иртрӗ. Унта Раççей, ЮАР, Бразили, Индипе Китай çӗршывӗсен ертӳçисен ларăвӗ пулчӗ. Тӗнчери чи çивӗч ыйтусемпе кашни çӗршыв хăй шухăшне пӗлтерчӗ. Раççей Президенчӗ Владимир Путин саммита видеоçыхăну мелӗпе хутшăнчӗ.

Июнӗн 12-23-мӗшӗсенче Хусанта тӗнче шайӗнчи тепӗр мероприяти – БРИКС вăййисем, урăхла каласан «Малашлăх вăййисем» халăхсем хушшинчи турнир – пулассине те каларӗ. Турнир спорт дисциплинисемпе чи анлă сарăлнă видеовăйăсенчен тата технологи устройствисенчен тăрӗ. Командăсем çав кунсенче пӗтӗмпе 25 спорт тӗсӗпе вăй виçӗç.

2024 çулта БРИКСăн председателӗ Раççей пулнăран пӗрлешӗвӗн политика, экономика тата обществăлла мероприятийӗсем вуншар хулара иртӗç. Сочире, тӗслӗхрен, март уйăхӗнче Çамрăксен пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ пулать. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество