Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӗркунне кинофестивальпе илемлӗ.

Паллă артистсенчен кам хутшăнӗ кăçалхи фестивале?

Сентябрьпе пӗрлех Хусанта XIX Халăхсен хушшинчи мăсăльман кинфестивалӗ пуçланать. Кăçал та çаплах, сентябрӗн 5-мӗшӗнче çак чаплă мероприятие курма Г.Камал ячӗллӗ театра пуçтарăнăпăр. Билетсене халех туянма пулать.

Фестивале хутшăнакан лентăсене кăçалтӗпрен илсен «Корстон» суту-илӳпе кану тата бизнес центрӗнче тата «Мир» кинотеатрта кăтартӗç. Хăш-пӗр кинокартинăсене «KazanMall» суту-илӳпе кану центрӗнче кăтартаççӗ.

Паллă артистсенчен кам хутшăнӗ кăçалхи фестивале? Миçе çӗршыв киноне курса хаклӗ жюри тата ытти ыйтусене çитес эрнере çутатăпăр.

Халӗ çакна кăна хушса хăварар. 2024 çулта Хусан киностудийӗ йӗркеленнӗренпе 100 çул çитет. Киноӗçченсем ăна кăçлах палăртма пуçланă – Хусан Кремлӗн Йышăну вырăнӗсен картишӗнче Хусан студинче ӳкернӗ лентăсен ретроспективине ирттереççӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура