Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта 11 ветерана «Çар çапăçăвӗсен ветеранӗ» удостоверени панă

Августăн 24-мӗшӗнче Хусанти Химиксен Культура керменӗнче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă запасри ветерансене «Çар çапăçăвӗсен ветеранӗ» удостоверенине панă. Церемони икӗ уйăх каялла уçăлнă «Защитники Отечества» федераллă фондăн филиалӗнче иртнӗ.

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннисен удостоверенине «Алгапа» «Ахмат» батальонсенче, ытти çар чаçӗсен йышӗнче хăйсен ирӗкӗпе, мобилизаципе е контрактпа неофашистсене хирӗç кӗрешнӗ пирвайхи 11 ветеран тивӗçнӗ. Ӳсӗм çулне е йывăр сурана пула запаса тухнă пулсан та сывлăха çирӗплетсен фронта таврăнас шутлă вӗсем. Патшалăх енчен çакăн пек тимлӗх пурри малалла пурăнма, Тăван çӗршыва хӳтӗлеме хавхалантарнине пытармаççӗ ентешсем.

Удостоверенисене ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева, ТР çар комиссарӗ Сергей Погодин тата «Защитники Отечества» патшалăх фончӗн Тутарстанри филиалӗн ертӳçи Гузель Удачина панă. 

Çӗршыв интересӗсене хӳтӗлекенсен ретне тăрас текенсем тӗплӗнрех.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Герои СВО