News by date 26 January 2026
-
Фарид Мухаметшин шучӗпе ялта пурăнакан çамрăксене ытларах тимлӗх уйăрмалла, чи малтан çурт-йӗр ыйтăвне татса памалла
Паян, январӗн 26-мӗшӗнче, Атăлçири Физкультурăпа спорт тата туризм университетӗнче ТР Çамрăксен ӗçӗсен коллегийӗ иртрӗ. Унта 2025 çула пӗтӗмлетсе ку çулти тӗп тӗллевсене палӑртрӗç.
-
Кивӗ Ӳсел шкулӗнче чăваш чӗлхине вӗрентекенсем пуçтарăнчӗç
Январӗн 21-мӗшӗнче Кивӗ Ӳсел вăтам шкулӗнче Аксу районӗнчи шкулсенче чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен семинар-практикумӗ иртрӗ. Унăн теми – «Тăван чӗлхене вӗрентессинче фольклорпа усă курни: майсем тата пуласлăх».
-
Рустам Минниханов Дубайра иртекен Gulfood халăхсен хушшинчи апат-çимӗç промышленноçӗн куравне хутшăннă
Тутарстан асăннă курава улттӑмӗш çул хутшăнать. 2025 çулхи кăтартусене пăхас пулсан экспорт енӗпе 20 контракт çирӗплетнӗ.
-
Снарядсемпе, плакатсемпе тăшмана хăваланă
1944 çулхи январӗн 27-мӗшӗнче Ленинграда 1941 çулхи сентябрӗн 8-мӗшӗнчен пынă фашистсен блокадинчен хӑтарнă
-
Çамрăксене пулăшас ӗçе малалла та тăсӗç
«Молодёжь и дети» наци проектне пурнăçа кӗртес ӗçре Тутарстан малти регионсен шутне кӗнине ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Азат Кадыров ведомствăн пӗтӗмлетӳ коллегийӗнче пӗлтернӗ. Регион наци проекчӗн 3 федераллă проектне хутшăнать, пур çӗрте те лайăх кăтартусемпе палăрать.
-
Хусан арçынни хӗрарăмсенчен 50 миллион тенкӗ илнӗ
«Юрату карьерин» 4 уйăхӗнче кăна 24 хӗрарăмăн пуçне çавăрса вӗсен 50 миллион тенкине улталаса илнӗ иккен вăл. Вăрламан, хӗрарăмӗсем хăйсем панă.
-
Аслисене кăна мар, ачасене те улталаççӗ
Интернет урлă улталанă тӗслӗхсем те, тăкак та пӗчӗк мар. 2025 çул пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, тутарстансем кăна 6 миллиард тенке яхăн укçа çухатнă. Киберпреступниксем аслисене кăна мар, çул çитменнисене те улталаççӗ. Пӗлтӗр вӗсен аллине республикăра 131 ача лекнӗ.
-
Кăрлач типӗ те сивӗ-тӗк – çулла типӗ те шăрăх пулать
Кăрлачăн 26-мӗшӗ – Ермил. Ку кун кушака сăнамалла: çăмламас тус мечӗк пек çавăрăнса, сăмсине пытарса выртать-тӗк – сивӗтессе; урай çинче çаврăна-çаврăна йăваланать пулсан – ăшăтасса; стенана чӗрмелет-тӗк – çанталăк пăсăласса.
-
Çăлтăрсем укçа-тенкӗ ыйтӑвӗсене кӑнтӑрла иртсен сӳтсе явма сӗнеççӗ
Ку эрнере професси сферинче те, харкам пурнăçра та приоритетсене пăхса тухатпăр. Пирӗнтен чылайӑшӗ йăлана кӗнӗ хăтланусенчен, йышăнусенчен, пӗтӗмлетӳсенчен пӑрӑнма вăхăт çитнине ăнланать.