Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Фарид Мухаметшин шучӗпе ялта пурăнакан çамрăксене ытларах тимлӗх уйăрмалла, чи малтан çурт-йӗр ыйтăвне татса памалла

Паян, январӗн 26-мӗшӗнче, Атăлçири Физкультурăпа спорт тата туризм университетӗнче ТР Çамрăксен ӗçӗсен коллегийӗ иртрӗ. Унта 2025 çула пӗтӗмлетсе ку çулти тӗп тӗллевсене палӑртрӗç.

Паян, январӗн 26-мӗшӗнче, Атăлçири Физкультурăпа спорт тата туризм университетӗнче ТР Çамрăксен ӗçӗсен коллегийӗ иртрӗ. Унта Тутарстан Республикин çамрӑксен ӗçӗсен министрӗ Азат Кадыров 2025 çула пӗтӗмлетсе ку çулти тӗп тӗллевсене палӑртрӗ. Докладра инфраструктура  аталанăвне, çамрӑксен активлăхне ӳстерессине, патриотла воспитани парассине тата ведомствӑсем хушшинчи хутшӑнăва тимлӗх уйӑрчӗ.

Унта ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин хутшăнчӗ.

ТР Çамрăксен ӗçӗсен пӗлтӗрхи ӗçне пӗтӗмлетсе парламент ертӳçи республика ертӳçисен тӗллевлӗ политикине, федераллă центр пулăшăвне пула çамрăксемпе ӗçлесси çӳллӗ шайра пурнăçланса пынине каларӗ. Паянхи тӗп ыйтусем çинчен каласа демографи лару-тăрăвӗ, ӗçпе тивӗçтересси, хуласемпе ялсенче çамрăксем валли пӗр пек условисем çукки, пӗчӗк ялсенчи çамрăксен активлăхӗн кăтартăвӗсем пӗчӗк пулни çинче чарăнчӗ. Ун шучӗпе ялта пурăнакан çамрăксене ытларах тимлӗх уйăрмалла.

«Çамрăк çемье – Тутарстан тӗревӗ пулмалла. Чи малтан çурт-йӗр ыйтăвне татса памалла. Çамрăк çемьесене социаллă, вӗренӳ тата карьера енӗпе пулăшу памалла. Ăна ведомствăсен хушшинче татса памалла. Çак кунсенче кăна Владимир Путин ача сачӗсемпе яслисен ӗçне 20:00 сехетчен тăсма сӗнчӗ. Паллах, сирӗн те идейăсем, шухăшсем пур. Калăр, ӗçе кӗртӗр, çав шутра Çамрăксен паралменчӗн представителӗсем урлă», – терӗ Фарид Мухаметшин çамрăксен политикин тӗп ӗçӗсене палăртса.

Тутарстан Республикинче 1 миллион ытла çамрӑк граждан пурӑнать, ку регионра пурăнакансен 25,4 проценчӗпе танлашать. Тутарстан Раççей Президенчӗ çирӗплетнӗ «Çамрăксем тата ача-пăча» нацпроект пурнăçланăвне активлă хутшӑнать. Республикӑна федерацин 3 проектне явӑçтарнӑ, çавна май 2025 çул валли палӑртнӑ кӑтартусене пурне те пурнӑçланӑ.

Çамрӑксен объекчӗсене юсасспе строительстви

Иртнӗ çулăн чи пӗлтерӗшлӗ проекчӗсен шутӗнче – «Регион для молодых»  федераци проекчӗ шайӗнче «Химиксен» Культура çурчӗ никӗсӗнче çамрӑксен центрне юсама пуçлани. Ӗçсене вӗçлеме республика бюджетӗнчен тепӗр 550 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Çӗнетнӗ объекта кӑçалхи çулла уçма тӗллев лартнă.

Унсӑр пуçне çитес сезон планӗнче — 15 ача-пӑча лагерьне хута ярасси, çав шутра Çырчаллинчи 560 вырӑнлӑ çӗнӗ «Следопыт» лагере те. Тутарстанăн çамрӑксен политикин учрежденийӗсене çӗнетме çулсерен 2 миллиард ытла тенкӗ уйӑраççӗ, çакӑ паянхи саманана тивӗçтерекен уçлăхсем тума, ачасемпе çамрăксен пултарулăхне  аталантарма тата воспитани пама май парать.

Çул çитмен ачасемпе çамрӑксене япӑх витӗмсенчен пӑрса ямалли тепӗр мел вăл – спортпа туслашни. Çамрӑксем хушшинче анлă сарăлнă урам культурин формачӗ те çавсен шутӗнче. Тутарстан Республикин Раисӗ пулӑшнипе мини-экстрим-парксен шутне республикăра 7-рен 15-е çитерме тӗллев лартнă. 

 

2026 çулхи плансем

 

«Çамрӑксем тата ача-пăча» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн, 2030 çул тӗлне çакăн пек тӗллевсем лартнă: çамрӑксен шутӗнчен 45 процентран кая мар ыркăмăллăх ӗçне (добровольчество) явӑçтарасси тата 75 процентран сахал мар профессире палăрма май парасси,  патриотизмла воспитанипе тимлӗхе илесси.

2026 çулта уйрăмах асăннă ӗçсене тимлӗхе илме палăртнă.

Цифровизаци. Ачасен сывлӑхне çирӗплетессипе канăвӗн пӗрлехи цифра платформине тăвасси. Заявкӑсене пама, путевкӑсене бронь лартма, тӳлеме тата системӑн мониторингне йăлт пӗр çӗрте тума пултăр.

Форматсен çӗнетӗвӗ.  Çамрӑксен центрӗсен ӗç йӗркине тепӗр хут пӑхса тухасси – объектсем вӗренӳпе ӗç хыççӑн майлă пулччăр тесе вӗсене 21:00  сехет хыççăн ӗçлемелле тумалла. Çав шутра канмалли кунсенче те.

Çамрӑксем валли çурт-йӗр. Ялта тӗпленнӗ çамрӑк специалистсемпе çамрӑк çемьесен çурт-йӗр ыйтӑвӗсене татса парас тӗллевпе сӗнӳсем хатӗрлесси, çав шутра ислам ипотекин механизмӗсемпе усă курса та.

Грант пулӑшӑвӗ. Çамрӑксен политикин муниципаллӑ учрежденийӗсем валли грант конкурсӗн заявка кампанине пуçарасси. Ун валли 50 миллион тенкӗ уйăрма палăртнă. Унсăр пуçне федераллӑ грантсен калӑпӑшне çулталӑкне 200 миллион тенкӗ чухлӗ ӳстерме тӗллев лартнӑ.

Патриотла воспитани тӗп вырӑнта

Патриотизм воспитанийӗ – çамрӑксен политикин тӗп ӗçӗсенчен пӗри. 2025 çулта отрасль учрежденийӗсем Çӗнтерӳ 80 çул тултарнине халалласа 400 ытла мероприяти ирттернӗ, пӗтӗмӗшле 700 пине яхӑн çынна явӑçтарнӑ.

Министр пӗлтӗрхи çитӗнӳсем çинчен каласа ача-пăчапа çамрăксен пултарулăхӗ пирки те асăнчӗ. Тӗслӗхрен, «Созвездие-Йолдызлык» театрӑн патриотла постановки пӗтӗм Раççейри конкурсра 800 ытла ӗç хушшинче çӗнтернӗ. Вӗсен ӗçӗпе 2026 çулта Раççейӗн чылай регионӗнче паллаштарма тӗллев лартнă.

СВОна хутшӑннисене тата вӗсен çемйисене пулӑшассине пысăк  тимлӗх уйӑраççӗ. 2025 çулта демобилизациленнӗ 5,5 пине яхӑн салтака тата вӗсен çемйисене психологи пулӑшӑвне панă.  Ку унчченхи тапхăрпа танлаштарсан 8 хут нумайрах. Çамрӑксен политикин учрежденийӗсене 11 çапӑçу ветеранне ӗçе вырнаçтарнӑ. «Батырлар. Герои Татарстана» программӑна хутшӑнакансем  тӗрлӗ министерствосемпе ведомствосенче тата вӗсен çумӗнчи учрежденисенче стажировка иртеççӗ.

Ятарлӑ çар операцийӗ пуçланнӑранпа Тутарстанри çамрӑксен организацийӗсем 20 пин тонна ытла гуманитари тиевӗ ăсатнă. 1 500 ытла маскировка сечӗ тата 3d-принтерсемпе вуншар пин кирлӗ япала хатӗрленӗ.

 

Тӗллев – малашне те пӗрле ӗçлесси

 

Коллегире министр йывăрлăхсене те асăнмасăр хăвармарӗ.  Социологи тӗпчевӗсем тӑрӑх, çамрӑксен 23 проценчӗ кӑна тӗрлӗ мероприятисене хутшӑнать, 39 проценчӗ вара хальхи инфраструктурăпа харпăр ӳсӗм валли тунă майсем çинчен пӗлмест те.  Çак тӗллевпе республикӑра коммуникацисен тытӑмне реформӑлама йышăннă. Малашне цифра формачӗсен, социаллă сетьсен, лидерсен  пулăшăвӗпе усă курса информаци панипе кăна çырлахмӗç, ача-пăчапа çамрăксене явăçтарма вăй хурса ӗçлме палăртнă.  

Ума лартнӑ тӗллевсене ӑнӑçлӑ пурнӑçлас тесен министр шучӗпе ведомствосемпе пӗрле ӗçлессине вăйлатмалла. 2026 çулта Пӗрремӗшсен юхӑмӗпе, Спорт, Ял хуçалӑх министерствисемпе тата ытти ведомствӑсемпе координаци вӑйланассине шантарать Азат Кадыров. Ун сăмахӗпе, 500 пин ытла ӗçлекен çамрӑка пулӑшас тӗллевпе Атăлçире хута янă «Молот» проекта пурнӑçласси те малалла тӑсӑлӗ.

 Тутарстан çамрăкӗсене хăйсен потенциалне туллин пурнăçлама майсем туса парасси – коллегин тӗп пӗтӗмлетӗвӗ пулчӗ. Спикерсен шучӗпе вӗсен ӗçӗпе малашне килес ăрусем мăнаçланма пултарччăр.

 

Сăнӳкерчӗксем https://gossov.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Министерство по делам молодежи РТ