Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çамрăксене пулăшас ӗçе малалла та тăсӗç

«Молодёжь и дети» наци проектне пурнăçа кӗртес ӗçре Тутарстан малти регионсен шутне кӗнине ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Азат Кадыров ведомствăн пӗтӗмлетӳ коллегийӗнче пӗлтернӗ. Регион наци проекчӗн 3 федераллă проектне хутшăнать, пур çӗрте те лайăх кăтартусемпе палăрать.

Министр пӗлтернӗ тăрăх, паянхи куна Тутарстанра 1 000 000 ытла çамрăк пурăнать. Республика çыннисен пӗтӗмӗшле йышӗнчен 25,4 проценчӗпе танлашать ку кăтарту.  30 çул хушшинче республикăра çамрăксен политикин комплекслă модельне йӗркеленӗ. Вăл инфраструктурăна, добровольчествăна, патриотла воспитани парассине, професси суйласа илессине, пултарулăха аталантарассине, çамрăк çемьесемпе ялта пурăнакан çамрăксене пулăшассине пырса тивет.

2025 çул тӗлне программăн мӗнпур тӗллевне пурнăçланă. Çамрăксенчен 45 проценчӗ ытла волонтер проекчӗсене хутшăнать, 75 проценчӗ – профессипе патриотизм пуçарăвӗсене, çамрăк çемьесенчен 24 проценчӗ тӗрлӗ пулăшу илет, 42 проценчӗ вара çамрăксен центрӗсен мероприятийӗсене хутшăнать. Тутарстанра 401 çамрăксен центрӗ ӗçлет, унта 4 пин специалист вăй хурать. Çулсерен ТР Раисӗ пулăшнипе инфраструктурăна çӗнетме 2 миллиард ытла тенкӗ уйăраççӗ.

Добровольчество сферинче те Тутарстан пысăк кăтартусем тунă. Республикăри добровольчествăн информаципе ресурс центрӗ Пӗтӗм Раççейри рейтингра пӗрремӗш хут 2-мӗш вырăн йышăннă. «Добрый Татарстан»  конкурса 517 заявка килнӗ. 2026 çултан республикăра ТР Раисӗн премине пама йышăннă.

Республика çамрăкӗсем пултарулăхра та лайăх кăтартусемпе палăрнă. Тутарстан студенчӗсем команди  «Российская студенческая весна» фестивалӗн Гран-прине çӗнсе илнӗ, студентсен отрячӗсем 2025 çул пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх çӗршывӗпе лидерсен шутне кӗрсе виççӗмӗш вырăн йышăннă.

2025 çулта çамрăксемпе ӗçлессине уйрăм тимлӗх уйăрнă. Республикăра пурăнакан çамрăксенчен 23 проценчӗ кăна мероприятисене хастар хутшăнать, 39 проценчӗ майсемпе инфраструктура пирки пур информацие пӗлсе çитеймест.

Çавна май республикăра «Молодёжь Татарстана — Татарстан Яшьләре» бренда çӗнетме пуçласшăн, тематика повестки анлăлатасшăн тата цифра хутлăхӗнче ӗçе вăйлатасшăн.

Çитес çулсенче республикăра çамрăксен центрӗсене аталантарасси,  500 000 ытла ӗçлекен çамрăксене пулăшасси, психологи пулăшăвне лайăхлатасси, грантсен калăпăшне çулталăкра 200 миллион тенкӗ таран ӳстересси, программăсем Пӗрремӗшсен юхăмӗпе тата ытти пӗлтерӗшлӗ пуçарусемпе килӗшсе тăрасси çине тимлӗх уйăрма палăртнă.

Тутарстанра  «Молодёжь и дети»  наци проекчӗ пулăшнипе çамрăксем аталанма, общество пурнăçне хутшăнма тата регионпа çӗршыв аталанăвне хăйсен тӳпине хывма майсем туса парать. 

 

ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: нацпроект минмолодежи