Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Снарядсемпе, плакатсемпе тăшмана хăваланă

1944 çулхи январӗн 27-мӗшӗнче Ленинграда 1941 çулхи сентябрӗн 8-мӗшӗнчен пынă фашистсен блокадинчен хӑтарнă

 

 900 кун вилӗмпе пурнăç тытăçнă, вилӗм енче выçлăх тăнă. Ачасем, çамрăксем пурăнма ӗлкӗреймесӗрех ӗмӗрлӗхе куçӗсене хупнă, аслисем шăпа пӳрнӗ кунӗсене пурăнаймасăрах йышлăн вилнӗ, апла пулин те пурнăç çӗнтернӗ. Çакна астуса 1995 çулта январӗн 27-мӗшӗнче Раççейӗн Çар мухтавӗн кунне паллă тума йышăннă. Çак кун çар çыннисемшӗн çеç мар, хулари вилӗмрен хăтăлнă кашни çынна, çӗнтерӗве çывхартнă кашни ленинградеца асра тытса 2014 çулта паллă куна урăхларах ят панă: Ленинграда блокадăран хăтарнă кун  

 Тӑван çӗршывӑн 1941-1945 çулсенчи Аслӑ вӑрçин музей-мемориалӗнче – Тутарстанри Наци музейӗн филиалӗнче шăп Ленинграда блокадăран хăтарнă кун, январӗн 27-мӗшӗнче «Паттӑрлӑхӑн 900 кунӗ» плакатсемпе графика ӗçӗсен куравӗ уçӑлать.

Ăна Çӗнтерӳ музейӗн фондӗнче упранакан уникаллă фотоматериалсемпе блокада ункинче тата хула хӳтӗлевçисем малти позицийӗсенче ӳкерсе хатӗрленӗ плакатсемпе графика ӗçӗсене пӗрремӗш хут куракан умне кăлараççӗ.

1944 çулхи январӗн 27-мӗшӗнче Ленинград тӳпинче блокадӑна пӗтӗмпех сирсе янӑ ятпа салют çути саланнă. 324 тупӑран 24 залп Нева çинчи аслӑ хула çӗнтернине, 900 талăк тӑшманпа вилмеллех çапӑçнӑ фронт-хула çӗнтернине пӗлтернӗ.

Вера Инбер пэтесса «Кил-хуçалăх фрончӗ» тенӗ блокадăри Лениграда. Унăн боецӗсем – хула çыннисем, ачасем, çитӗннисем, ваттисем. Кашни кун вӗсем выçлăха, сивве хирӗç çапăçăва çӗкленнӗ.  Халран кайнă çынсем урампа утса пынă çӗртех ӳксе вилнӗ, заводсен цехӗсенче, хутман хваттерсенче йăвана-йăвана кайнă. Гитлеровецсем Ленинграда парăнтаратпăр тесех хупӑрласа илнӗ, анчах хула парăнман, чӗрӗ юлса пӗтӗм çӗршывпа пӗрле çӗнтерӗве çывхартнă.  Инçете перекен снарядемпе пӗрлех Ленинград блокадинчи ӳнерçӗсен плакачӗсем те тăшмана хаяррăн хăваланă, çынсенче шанăçа сӳнме паман.  

 

Курав Ленинград çыннисен паттӑрлӑхӗ, хӑйне евӗрлӗхӗ, ирӗклӗхе çывхартма çине тӑни çинчен нумай енлӗ,тӗрӗс каласа парать,

В Казани откроется выставка к снятию блокады Ленинграда

Курав январӗн 27-мӗшӗнче 14 сехетре уçăлать.

Сăнӳкерчӗк ТР Наци музейӗн пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Снятие блокады Ленинграда