Хусан арçынни хӗрарăмсенчен 50 миллион тенкӗ илнӗ
«Юрату карьерин» 4 уйăхӗнче кăна 24 хӗрарăмăн пуçне çавăрса вӗсен 50 миллион тенкине улталаса илнӗ иккен вăл. Вăрламан, хӗрарăмӗсем хăйсем панă.
Хусанта 41 çулти арçын енӗпе пуçарнă уголовнăй ӗçе тӗпченӗ май следовательсем ăсталăхне кура ăна «мега-альфонс» тесе ят панă. Ун ытамне юратнă çынни пăрахнипе пăшăрханакан е арçын тӗревне шыракан 18– 50 çулсенчи пӗччен хӗрарăмсем лекнӗ. Япшар чӗлхеллӗскер, хитре сăмахсем каланă, хаклă ресторансене, отельсене, çулçӳревсене илсе çӳренӗ. Пӗр сăмахпа, асамлăх çинчен ӗмӗтленекен хӗрарăма халапри пекех туйтарнă.
Çак «мега-альфонсран» шар курнисенчен пӗри, Арина, каланă тăрăх, сăнран илемлӗ теме те çук иккен ăна, анчах калаçма пӗлни, хитре хăтланăвӗсем чăнах та пуçа çавăраççӗ. Çавăнпа «савнийӗ» ултавлă ӗçсемшӗн, наркотиксем салатнăшăн, çаратусемшӗн маларах пилӗк хутчен (!) судпа айăпланнине сиссе те юлайман вӗсем, тӗрӗссипе, пӗлме те тăрăшман-ха ӗнтӗ.
Вăл вара ялан пӗр схемăпа ӗçленӗ: хӗрарăмсем пуçа çухатасла юратса пăрахсан хăйӗн укçа-тенкӗ енӗпе йывăрлăхсем сиксе тухнине питӗ ăста ӗнентернӗ те вӗсен укçине илсенех çухалнă.
Укçана хăйсен ирӗкӗпе панине кура хӗрарăмсем альфонс аллине лекнине кайран кăна ăнланса илнӗ те шарламан. Çапах та темиçе хӗрарăм полицие çитнех, кун хыççăн тин мега-альфонс историне ыттисем пӗле пуçланă. Арçын енӗпе пуçарнă уголовнăй ӗçе тӗпчесе пӗтернӗ, çитес вăхăтра суд сакки çине ларать, тесе пӗлтерет tatarstan24.tv сайт.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев