Рустам Минниханов Дубайра иртекен Gulfood халăхсен хушшинчи апат-çимӗç промышленноçӗн куравне хутшăннă
Тутарстан асăннă курава улттӑмӗш çул хутшăнать. 2025 çулхи кăтартусене пăхас пулсан экспорт енӗпе 20 контракт çирӗплетнӗ.
Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов ӗçпе Пӗрлешӳллӗ Араб Эмирачӗсене кайнă. Паян, январӗн 26-мӗшӗнче, Дубайра иртекен Халăхсен хушшинчи апат-çимӗç промышленноçӗн чи пысăк куравне хутшӑнчӗ.
Gulfood курава çулсерен 125 çӗршывран 5000 ытла компани, 130000 ытла çын пухăнать. Курав Дубайри Экспо Ситире 200 пин тӑваткал метр ытла лаптăк йышăнать.
Тутарстан унта 2021 çултанпа хутшӑнать. Мероприяти отрасль шайӗнче партнерла çыхӑнусем йӗркелеме чи ăнăçлă формӑсенчен пӗри пулса тăрать. Унсăр пуçне вăл республика производителӗсене тӗнче рынокне тухма майсем туса парать.
Çак кунах Тутарстан Раисӗпе Рустам Миннихановпа Раççей ял хуçалӑх министрӗ Оксана Лут Дубайра иртекен Gulfood апат-çимӗç промышленноçӗпе ӗçмелли шӗвексен производствин тӗнчери чи пысӑк куравра Тутарстан стендне çитсе курчӗç.
Тутарстан асăннă курава улттӑмӗш çул хутшăнать. 2025 çулхи кăтартусене пăхас пулсан экспорт енӗпе 20 контракт çирӗплетнӗ. Республика производителӗсен пысăк интересне тӗпе хурса кăçал стенд лаптӑкне икӗ хутчен ӳстернӗ. «Халяль» стандарчӗсемпе продукци туса кăларакансемшӗн ку уйрăмах пӗлтерӗшлӗ.
Тутарстан Республикин агропромышленность комплексӗн продукцийӗсен пӗтӗмӗшле экспорчӗ пӗлтӗр 512 миллион долларпа танлашнă. Çав шутран «Халяль» продукцин экспорчӗ – 45 миллион доллар.
Пӗрлешӳллӗ Араб Эмирачӗсен рынокӗ пирки калас пулсан, çак кӑтартусем 2025 çулта 32 процента ӳснӗ. Хаксем тата экспорт калăпăшӗ ӳсни Эмиратсемпе суту-илӳ çыхӑнӑвӗсем анлӑланнине тата пирӗн республикӑра туса илекен ял хуçалӑх продукцийӗн спросӗ ӳснине çирӗплетет.
Çак кунах Рустам Минниханов Abdulmohsen Al-Rossais & Sons компанисен ушкăнӗн директорсен канашӗн председателӗпе Саад бин Абдулмохсен Аль-Руссайспа тӗл пулчӗ. Тутарстан ертӳçи Сауд Аравийӗпе суту-илӗве анлăлатасси, экспорт продукцийӗсен шутне ӳстересси интереслӗ пулнине каларӗ.
Abdulmohsen Al-Rossais & Sons Сауд Аравийӗн чи пысăк инвестиципе девелопер ушкăнӗсенчен пӗри, вăл йӗркеленсе кайни 70 çул ытла. Компани куçман пурлăх, активсен, суту-илӳпе технологисен управленийӗн сферисенче ӗçлет.
Ӗçлӗ тӗлпулу Рустам Минниханов компани ертӳçисене Хусанта иртекен KazanForum экономика форумне чӗннипе вӗçленчӗ.
Сăнӳкерчӗксем «Татмедиа» телеграм-каналӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев