Çăлтăрсем укçа-тенкӗ ыйтӑвӗсене кӑнтӑрла иртсен сӳтсе явма сӗнеççӗ
Ку эрнере професси сферинче те, харкам пурнăçра та приоритетсене пăхса тухатпăр. Пирӗнтен чылайӑшӗ йăлана кӗнӗ хăтланусенчен, йышăнусенчен, пӗтӗмлетӳсенчен пӑрӑнма вăхăт çитнине ăнланать.
ТАКА 21.III – 20.IV
Çак кунсенчи ӑнӑçу эсир çынна итлеме пӗлнинчен килет. Ӗçтешсемпе партнерсен сӗнӗвӗсем эсир шутланинчен тăруках уйрăлса тăраççӗ, апла пулин те вӗсене пăрахăçлама кирлӗ мар. Гаджетсене улӑштарни, транспорт штрафӗсене тӳлени енчӗкӗре çӳхетет.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Ку эрнере хăвăрт тупӑш илесшӗн ăшталанмалла мар, вӑрах пулсан та пысăкрах кӑтартусем илессине тимлӗх уйӑрмалла. Ӗçре тивӗçсене ӳстересси е улӑштарасси пирки калаçусем пулӗç. Иккӗленӳллӗ çӗре укçа хывассинчен асăрханăр.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Эрнипех хыпар çине хыпар килет, «хывăхне» «тӗшшисенчен» тасатма ӗлкӗрӗр çеç. Финанс сферинче асăрханулăх кирлӗ – е куçарусемпе кая юлатăр, е банк операцийӗсенче йӑнӑшсем тупăнӗç.
РАК 22.VI – 22.VII
Тен, ку эрнере харпӑр чикӗсене хӳтӗлеме тивӗ, анчах çакна хӗрӳленмесӗр, тарăхмасăр тумалла. Финанс сферинче тӑванăрсем тупӑш кӳрекен сӗнӳсем парӗç, йышăниччен юридици енчен тӗрӗслеме ан манăр, «çемье» килӗшӗвӗсене тӗрӗслеме те ан вăтанăр.
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Сирӗн ăнăçлă ӗçӗрсене ӗçтешӗрсемпе конкурентсем пуçлăхран малтан асăрхаса палăртӗç. Ку япăх мар, хăвăра айккинчен пăхса хаклатăр, кирлӗ-тӗк стратегие тӳрлететӗр. Кивӗ проектсемшӗн кӗтмен çӗртен укçа-тенкӗ илетӗр, анчах тӑкаклама ан васкăр.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Ку эрнере çын яваплăхне хăвăр çине ан илӗр. Енчен те кам-тăр хăйӗн ӗçне тăваймасть-тӗк, ан васкăр пулăшма, хăй вӗрентӗр. Çак кунсенче кредит илме лайăх услови сӗнӗç. Васкамасăр банксен сӗнӗвӗсене пăхса тухăр.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Ӗмӗтленнине пурнăçлама тăруках шанăç пулать, çакăнпа усă курма ӗлкӗрӗр. Çак кунсенче сӗнекен проект теветкеллӗ пек туйӑнсан та ăна пăхса тухмаллах, тен, тупăш кӳрекенни пулӗ. Çак кунсенче парăмсене тавăрма май пулать.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Çак кунсенче ăçта, мӗншӗн, кам умӗнче яваплă пулнине тӗп-тӗрӗс палăртса хурсан ăнăçать. Ӗçри проектсене хутшăнассине çырса çирӗплетни кайран тавлашу сиксе тухасран хӳтӗлет.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Хуçалăхри ӗçсенче йăнăшасран интуици хăтарать. Халь сирӗн шалти сасса илтме пӗлмелле – мӗн туянмалла, мӗн çимелле?.. Чун киленӗçӗшӗн укçа тăкакланă чух «утиялна кура уруна тăс» тенине асра тытсан кулянмăр.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Енчен те ывăнса çитнине туятăр-тăк, ӗçтешӗрсене, çемьери çынсене ӗçе явăçтарăр. Куçман пурлăха, транспорта страхлама лайăх сӗнӳсем пулӗç.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Çăмăл пулмасан та ку эрнере эсир тӗплӗн хатӗрленӗ планпа пурăнма тăрăшатăр. Чи малтанах хăвăршăн пӗлтерӗшлине палăртмалла: кивçен ыйтакансене хирӗçлемелле; хуçалăха кирлӗ япаласене тӗрӗслӗр – çителӗклӗ-и; сывлăхăра тимлӗр.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Хуçалăхри ыйтусене татса панă чух çӗнӗ меслетсемпе усă курни ытларах усă кӳрет. Тӗслӗхрен, куллен туянмалли-тӳлемелли çинчен аса илтерекен приложенисем урлӑ автоматизацилени вӑхӑта перекетлет. Фриланс ӗçӗ е кивӗ япаласене сутни финанс лару-тăрăвне лайăхлатать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев