14-мӗш хут чемпион!
«КАМАЗ-Мастер» команда тутарстансене черетлӗ çӗнтерӳпе савăнтарчӗ, ку хутӗнче те вӗсем «Дакар-2017» тата «Африка Эко Рейс-2017» халăхсен хушшинчи ралли-рейдсенче малти вырăна вӗçертмерӗç. Январӗн 17-мӗшӗнче чемпион командăна «Бегишево» аэропортра чаплăн кӗтсе илчӗç. «Дакарта» камазмастерсем 14-мӗш, «Африка Эко Рейсра» 4-мӗш хутчен çӗнтерчӗç. Раççей автоспорчӗн историне çак çитӗнӳсем те ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлӗç. «Дакар»...
«КАМАЗ-Мастер» команда тутарстансене черетлӗ çӗнтерӳпе савăнтарчӗ, ку хутӗнче те вӗсем «Дакар-2017» тата «Африка Эко Рейс-2017» халăхсен хушшинчи ралли-рейдсенче малти вырăна вӗçертмерӗç. Январӗн 17-мӗшӗнче чемпион командăна «Бегишево» аэропортра чаплăн кӗтсе илчӗç.
«Дакарта» камазмастерсем 14-мӗш, «Африка Эко Рейсра» 4-мӗш хутчен çӗнтерчӗç. Раççей автоспорчӗн историне çак çитӗнӳсем те ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлӗç. «Дакар» раллире Эдуард Николаевăн, Евгений Яковлевпа Владимир Рыбниковăн экипажӗ пӗрремӗш, Дмитрий Сотниковăн, Руслан Ахмадеевпа Игорь Леоновăн экипажӗ иккӗмӗш вырăнта пулчӗç.
«Африка Эко Рейс» пӗтӗмлетӗвӗсемпе Андрей Карганов, Андрей Мокеев, Дмитрий Никитин экипажӗ пӗрремӗш, Сергей Куприянов, Александр Куприянов, Анатолий Танин команди вара тăваттăмӗш вырăна йышăнчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев