Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Арскра Ут кунӗ

Тутарстанра кун пек уяв та пур. Тепӗр тесен, ялта тутар лашасăр пурăнман, халӗ те пурăнмасть. Шăпах çак выльăха юратнипе тепӗр уяв çуралнă та. Кăçалхи шучӗпе тăваттăмӗш, вăл ӗнер Арск районӗнчи Çӗнӗ Кырлай ялӗнче иртнӗ. Çитменнине кăçалхи уяв статусне те ӳстернӗ, вăл халь халăхсем хушшинчи шутланать. Çавна кура СНГ çӗршывӗсен кубокӗшӗн...

Тутарстанра кун пек уяв та пур. Тепӗр тесен, ялта тутар лашасăр пурăнман, халӗ те пурăнмасть. Шăпах çак выльăха юратнипе тепӗр уяв çуралнă та. Кăçалхи шучӗпе тăваттăмӗш, вăл ӗнер Арск районӗнчи Çӗнӗ Кырлай ялӗнче иртнӗ. Çитменнине кăçалхи уяв статусне те ӳстернӗ, вăл халь халăхсем хушшинчи шутланать. Çавна кура СНГ çӗршывӗсен кубокӗшӗн ут ăмăртăвне те ирттернӗ вӗсем. Ăмăрту тенӗрен, мӗнли кăна пулман: тӗрлӗ дистанцие чупасси, лаша кӳлесси, тулли урапапа чупасси тата ытти те.

Кунти пек вăрăм дистанцие утсемпе Тутарстанра урăх ниçта та чупмаççӗ. Кăçал чи вăрăм дистанци 120 километр пулнă. Кунсăр пуçне унчченхи дистанцисем 30,40,80-шар километр та сыхланса юлнă. Район пуçлăхӗ Ильшат Нуриев каланă тăрăх, чи вăрăм дистанцие çитес çул 160 километра çитерме планлаççӗ. Паллах, çакăн вăрăмăш дистанци лашашăн та, унăн хуçишӗн те çăмăл мар. Ăна тухас тесен лашасене кантармах тивет. Çапла ку дистанцие иртме 8-12 сехетех кирӗ. Çавна кура вӗсем ирхине 5 сехетрех старта тухнă. Кăçал ăмăртăва тӗрлӗ ăратлă 43 ут хутшăннă.

Чи çамрăк жокея 12 çул. Хаклă хăнасенчен вара ТР Премьер-министрне Васил Шайхразиева асăнмалла. Сăмах май, вăл та утпа 40 километр дистанцие чупнă.

«Ут ăмăртăвӗсем урлă тутар халăхӗн пурнăçне кăтартасшăн эпир. Шутлани пурнăçланать пек туйăнать. Юлашки икӗ çулта уявра тутар компоненчӗ тата вăйлăрах палăра пуçларӗ»,- тенӗ Н.Шайхразиев.

Паллă ӗнтӗ, тӗп тимлӗх хальхинче те кивӗ тутар ăратлă утсем çине пулнă. Сăмах май, ăмăртăва çак ăратлă 12 ут килнӗ.

«Çитес çул çак лашасемпе эпир Хусантан Авалхи Пăлхара çитесшӗн. Плансем тата пысăк. Кивӗ тутар ăратлă утсемпе Пăлхартан Мекках кайма шутлатпăр. Çапла майпа тутар лашисем мӗнлине курччăр. Тюменьрен Пăлхара каяс шухăш та пур»,- тенӗ ăрат сумне ӳстерес шухăшне Тюмень облаçӗнчи Тутар конгресӗн председателӗ Ринат Насыров.

Ăмăртусен статусӗ халăхсем хушшинчи пулсан та, унта ют çӗршыв хăнисем питех курăнман. Раççейрен вара çителӗклӗнех килнӗ. Вӗсем Мускавран, Пензăран, Липецкран, Ростовран, Мускав облаçӗнчен, Кабардин-Балкар Республикинчен, Карачеево- Черкессирен пулнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев