Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Татфондбанка «сыватасшăн»

«Татфондбанк» ПАО шăпи паян кунччен те паллă мар лару-тăрура. Тутарстанăн чи пысăк банкӗсенчен пӗри панкрута тухассипе çыхăннă хӗвӗшӳ унăн вуншар пин клиенчӗ хушшинче кăна сарăлчӗ пулас. Тӗлӗнмелле те, анчах çак хыпар обществăра пит пысăк резонанс çуратмарӗ. Тепӗр енчен тӗлӗнмелли те çук, Раççей çынни тӗнчере, çӗршывра мӗн пулсан та кăштах хумханса...

«Татфондбанк» ПАО шăпи паян кунччен те паллă мар лару-тăрура. Тутарстанăн чи пысăк банкӗсенчен пӗри панкрута тухассипе çыхăннă хӗвӗшӳ унăн вуншар пин клиенчӗ хушшинче кăна сарăлчӗ пулас. Тӗлӗнмелле те, анчах çак хыпар обществăра пит пысăк резонанс çуратмарӗ. Тепӗр енчен тӗлӗнмелли те çук, Раççей çынни тӗнчере, çӗршывра мӗн пулсан та кăштах хумханса илет те «эй, вăрçă кăна ан тухтăр» тесе лăпланса малалла пурăнать.

Массăлла хыпар хатӗрӗсем те банк пирки шавламаççӗ, çырас пулсан та сывлăша чӗтретмесӗр, лăпкăн. Ăнланмалла, рес­­публикăри хыпар хатӗрӗсем паян кунчченех тенӗ пек хăйсем те «Татфондбанк» клиенчӗсем пулнă, нумайăшӗ ăна хăйсен интернетри сайтӗнче, хаçат-журнал страницисенче реклама панă. Тӗрӗс мар панă информаци халăхра паника çуратасран та асăрханаççӗ. Тепӗр енчен, банк хăй шăп тăни тата та ытларах хăратать. Çавна кура уйрăм çынсемпе предприяти-организацисем банка хывнă укçисене илме васкаççӗ. Сас-хура тухсанах эпир те хамăрăн пуссене илес тесе кайрăмăр, анчах ăна та йăлт илме çук иккен, банк пӗтӗм суммăна веçех илессине чарнă, хывнă укçаран 50 пинне, ӗç укçинчен 15пин тенкине кăна илме пулать. «Татфондбанк» хăй хыççăн ытти банксене те «туртса» антарчӗ, сăмахран, çакăн пек лару-тăрăва «Интехбанк» клиенчӗсем те кӗрсе ӳкрӗç. Предприятисемпе организацисен лару-тăрăвӗ тата та хурлăхлăрах. Вӗсен тӳлевӗсем финанс учрежденийӗнче лакса ларнă. Кредит организацийӗн колл-центрӗнчен килнӗ хыпар лару-тăрăва тата та çивӗчлетет. Сăмах кунта хывнă укçана илес тесен пилӗк кун маларах банк кассине заявка хăварасси çинчен пырать. Банк специалисчӗсем çакна клиентсен пысăк шучӗпе ăнлантараççӗ.
Çак хушăра «Татфондбанк» специалисчӗсем журналистсемпе пӗрре мар тӗл пулчӗç. Тӗллевӗ - паника пуçланассине тытса чарасси, паллах. Декабрӗн 21-мӗшӗнче «Финам-Казань» тулли мар яваплăхлă ор­­ганизацин ертӳçи Руслан Жуков «Татар-информ» ИАна «Татфондбанкăн» санаци иртес шанчăк пур тесе пӗлтернӗ. Сăмах кунта банкăн йывăр финанс лару-тăрăвне «сыватассипе» çы­хăннă мероприятисем пирки пырать. Лицензи çухатас хăрушлăха кӗрсе ӳкнӗ банка Вкладсене страхлассипе агентство е инвес­тор тӳлев пултарулăхне тавăрас тӗллевпе укçа уйăрать. Финас учрежденийӗн клиенчӗсемшӗн ку лайăх хыпар, мӗншӗн тесен санаци хыççăн банкăн малашне ӗçлес шанчăк ӳсет, çитес çулсенче вăл хупăнмасса пултарать. Сăмах май, хăй вăхăтӗнче çакăн пек «шăтăка» Раççейри ытти банксем те кӗрсе ӳкнӗ пулнă, тӗслӗхрен, «Банк Петровский», «Глобэкс», «КИТ финанс», «Банк Москвы» тата ыттисем. Паллах, санаци банк малашне те ӗçлесси пирки 100 процентлă гаранти параймасть, çапах кăштах шанчăк пур. Р.Жуков сăмахӗсемпе, регионри çивӗчленнӗ лару-тăрăва сирес тӗллевпе страховани тӳ­левӗсене пама пилӗк банк çирӗплетнӗ. Ку кӗске хушăрах уйрăм çынсене палăртнă страховани сумминчен иртмесӗр хывнă укçана тавăрса пама май парать. «Татфондбанкăн» филиалӗсем Раççейри ытти регионсенче те пуррине шута илсе банксен хăш-пӗр пайӗ Хусанпа республикăри районсемшӗн, ыттисем регионсемшӗн яваплă пулӗç. «Финам-Казань» ертӳçи каланă тăрăх, банкăн вăхăтлăх администрацийӗ çывăх вăхăтра банк ревизине ирттерет, ку хăйне май унăн шăпине татса парӗ. Харпăр предпринимательсемпе уйрăм çынсен çавах та хăйсен укçине тавăрас шанчăк пысăк, 1,4 миллион тенкӗрен пӗчӗкрех суммăна вӗсем санацие хутшăннă банк шучӗ çине куçарса илме пултараççӗ, çак суммăран ытларах пулсан, банк-агентра укçана Вкладсене страхлассипе агентствăна куçарма ыйтса заявлени çырмалла. Предприятисемпе ор­ганизацисен лару-тăрăвӗ ва­ра савăнăçлă мар, вӗсен шăпи пӗтӗмпех банкăннипе çыхăннă. Хальлӗхе вӗсен хăйсен укçине тавăрас шанчăк пачах та çук.
Бизнесменсен хушшинче паника вăранма пуçланипе-ши республикăри пӗчӗк тата вă­там предпринимательствăна пу­­лăшассипе ӗçлекен комитет пуçлăхӗ Тимур Нагуманов вӗ­семпе тӗл пулнă. Предпринимательсен ыйтăвӗсене хуравлассипе информаци линине уç­нине пӗлтернисӗр пуçне пӗр татăклă йышăну пирки те татса калайман республикăн тӗп бизнес-омбудсменӗ.
Декабрӗн 26-мӗшӗнче республикăра тата регионсенче те страховани тӳлевӗсене «Сбербанк», ВТБ 24 (ПАО), «Россельхозбанк», «ФК Открытие» тата «Ак Барс» банксем пама пуçланипе пӗрле «Татфондбанкăн» шăпи те татăлмалла, пӗлтерет банкăн пресс-служби.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев