Ӗç профессийӗсен ăмăртăвне чăваш ачисем те хутшăнаççӗ
Февралӗн 1-мӗшӗнче Хусанта «Çамрăк профессионалсем» (WorldSkills Russia) регионри чемпионат пуçланчӗ. Республикăри техникумсемпе коледжсенче вӗренекенсен хушшинче професси ăсталăхне 75 тӗрлӗ компетенципе тӗрӗслӗç. Чемпионата пурӗ 639 конкурсант хутшăнать. Вӗсем Универсиада ялӗнче пурăнӗç. Çак регионри чемпионатпа пӗрлех JuniorSkills ăмăртăвӗсем те иртӗç. Суйлав турӗсенчен иртнӗ 196 шкул ачи 14 тӗп компетенцире ăмăртӗç. Чемпионат иртнӗ...
Февралӗн 1-мӗшӗнче Хусанта «Çамрăк профессионалсем» (WorldSkills Russia) регионри чемпионат пуçланчӗ. Республикăри техникумсемпе коледжсенче вӗренекенсен хушшинче професси ăсталăхне 75 тӗрлӗ компетенципе тӗрӗслӗç. Чемпионата пурӗ 639 конкурсант хутшăнать. Вӗсем Универсиада ялӗнче пурăнӗç.
Çак регионри чемпионатпа пӗрлех JuniorSkills ăмăртăвӗсем те иртӗç. Суйлав турӗсенчен иртнӗ 196 шкул ачи 14 тӗп компетенцире ăмăртӗç.
Чемпионат иртнӗ хушăра мерчендайзерсен, кондитерсен, поварсен, официантсен, мероприятисем йӗркелекенсен, проектсен кураторӗсен мастер-класӗсем иртӗç.
Ăмăртусен пӗр тапхăрне кăçал Теччӗри кадетсен корпусӗнче те йӗркеленӗ, вӗсем 3 куна тăсăлаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев