Çăлăнăç мелне тупнă
ТР экономика министрӗ Артем Здунов «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире «Татфондбанкпа» «Интехбанк» вкладчикӗсене страховани тӳлевӗсене малаллах парса пыни пирки пӗлтерчӗ. Ун сăмахӗсемпе, паяна 117 пин ытла çын пӗтӗмпе 39,8 миллиард тенкӗ илнӗ (ку плана кӳртнӗ тӳлевсен 86 проценчӗпе танлашать). «Интехбанка» укçа хунисенчен 18 пин ытла çын çав тӳлевсене илнӗ (72,9...
ТР экономика министрӗ Артем Здунов «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире «Татфондбанкпа» «Интехбанк» вкладчикӗсене страховани тӳлевӗсене малаллах парса пыни пирки пӗлтерчӗ. Ун сăмахӗсемпе, паяна 117 пин ытла çын пӗтӗмпе 39,8 миллиард тенкӗ илнӗ (ку плана кӳртнӗ тӳлевсен 86 проценчӗпе танлашать). «Интехбанка» укçа хунисенчен 18 пин ытла çын çав тӳлевсене илнӗ (72,9 процент).
ТР Предпринимательсене пулăшассипе фончӗн генеральнăй директорӗ Андрей Афонин пӗлтернӗ тăрăх, Экономика министерствине çак кун тӗлне микрозаймсем пирки пурӗ 140 заявка килнӗ, вӗсен пӗтӗмӗшле калăпăшӗ 212 миллион та 952 тенкӗпе танлашнă. «Хӗрӳ линипе пирӗн пата 1609 предприниматель шăнкăравларӗ, вӗсенчен 936-шӗ льготăллă условисемпе микрозайм илесси пирки. Вӗсен шутне кура çитес эрнере мӗн чухлӗ укçа уйăрмаллине пӗлсе тăратпăр. Хамăр йӗркеленӗ ӗç ушкăнӗнче ку енӗпе лайăх ӗçлетпӗр. Пӗри гаранти фончӗпе ӗçлет, тепри залогсен формипе. Малашне те пăтăрмахсем пулмӗç тетӗп», - терӗ Андрей Афонин.
Тутарстан Президенчӗн Рустам Миннихановăн хушăвӗпе республика бюджетӗнчен банк кризисне кӗрсе ӳкнӗ предпринимательсене пулăшас тӗллевпе 1 миллиард тенкӗ уйăрнăччӗ. Экономика министрӗн шучӗпе çак укçа шутламан тăкаксене саплаштарма çитмелле. Артем Здунов кӗçех ака ӗçӗсем пуçланасси пирки асăнса ял хуçалăх производителӗсене уйрăммăн пулăшасси пирки пӗлтерчӗ. Процент ставкисене субсидилемешкӗн ятарласа грантсем пама йышăннă.
Экономика министрӗпе ТР Предпринимательсене пулăшассипе фонд ертӳçипе тăтăш тӗлпулусем йăлана кӗчӗç ӗнтӗ. «Татфондбанк» тата унпа çыхăннă банксен лару-тăрăвӗ кăшт çеç улшăнас пулсан та тӳрех пӗлтерме тăрăшаççӗ. Çӗнни тем çук, санаторсем тупăнман-ха, микрозаймсем илекенсен шучӗ кăна улшăнса пырать. Журналистсем банк мӗне пула шар курнине тем пек тӗпчесен те спикерсем çиелтен çеç хуравлаççӗ. «Пирӗн тӗп ӗç - предпринимательсен çухатăвӗсене май килнӗ таран пӗчӗклетесси. Эпир следстви органӗ мар, банк мӗне пула йывăрлăха кӗрсе ӳкнин сăлтавӗсенче чакаланмастпăр. Вăхăтлăх администраци вăхăт çитсен хăйех йăлт пӗлтерӗ. Кам-тăр, мӗн-тӗр пӗлни пуш сăмах. Хальлӗхе чăн сăлтавсем паллă мар, енчен те ăçта-тăр мӗн-тӗр каласан, ку тӗрӗс мар, суя информаци. Вăхăтлăх администрацин йышăнăвне кӗтме сӗнетӗп», - терӗ экономика министрӗ.
Çăварна хуп та шăпăрт тăр тени пулчӗ ӗнтӗ ку. Ку тӗлӗнтермест. Темшӗн пирӗн пуçлăхсем хăйсене кăна ăслă шутласа ыттисене ухмаха хурасси пур, анчах кун çине урăх енчен те пăхма пулать. «Татфондбанк» лару-тăрăвӗ патне таврăнас пулсан паян ăна bail-in механизмпа усă курса çăлма шутлаççӗ. Спикерсен шучӗпе, чи пысăк вкладчиксен укçи-тенкине капитала кӳртни кăна çителӗксӗр. Мӗн-ха вăл bail-in? «Вail» акăлчанларан «залог» е «поручительство» пек куçать. Вail-in тени вара проблемăллă банксене вăйлă кредиторсене явăçтарса çăлассине ăнлантарать. Урăхла каласан, банк клиенчӗсене хăйсен укçи-тенкипе депозичӗсене банкăн акцийӗсене куçарма сӗнеççӗ. Пӗр сăмахпа, банк хуçи пулас килет-тӗк, акă вăл - панă шанăç. Вкладсене банк капиталне ӳстермешкӗн кредит пек йӗркелеме те пулать. Çапла вара bail-in кредит организацийӗн лару-тăрăвне лайăхлатнисӗр пуçне патшалăхăн ку енӗпе тăкакӗсене те чакарма пулăшать. Банк тытăнса юлсан акционерсен хăйсен укçи-тенкине каялла илме пултараççӗ. Сăмах май, çак механизмпа Америкăпа Европăри нумай банка çăлса хăварнă. «Ман шутпа, ку питӗ те лайăх схема. Эпир йышăннă ытти мелсемпе, республика пулăшăвӗпе, санаципе пӗрлештерсен лайăх мозаика пуçтарăнать. Ку чи цивиллӗ меслет. Эпир унпа усă куратпăрах», - терӗ Артем Здунов тӗлпулăва вӗçлесе.
Анчах вăхăт иртет, ыйтăва татса пани курăнмасть-ха. Çав вăхăтра вăтам тата пӗчӗк бизнес представителӗсем ак кун пек роликсене интернета вырнаçтараççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев