Йывăр атлетикăпа Раççей кубокне Ешӗлвар (Зеленодольск) халиччен ирттерменччӗ. Çак спорт тӗсӗпе çӗршыври хӗрарăм сборнăйӗн аслă тренерне Николай Колесникова лартнăранпа Хусан çывăхӗнчи хулара ӗнтӗ иккӗмӗш ăмăрту иртет. Январӗн 30-мӗшнчен пуçласа февралӗн 6-мӗшчен кунти «Маяк» спорткомплексра йывăр атлетикăпа Раççей первенстви иртрӗ пулсан, çак кунсенче çӗршыв кубокӗшӗн 200 ытла спортсмен тупăшаççӗ, вӗсенчен 94-шӗ...
Йывăр атлетикăпа Раççей кубокне Ешӗлвар (Зеленодольск) халиччен ирттерменччӗ. Çак спорт тӗсӗпе çӗршыври хӗрарăм сборнăйӗн аслă тренерне Николай Колесникова лартнăранпа Хусан çывăхӗнчи хулара ӗнтӗ иккӗмӗш ăмăрту иртет. Январӗн 30-мӗшнчен пуçласа февралӗн 6-мӗшчен кунти «Маяк» спорткомплексра йывăр атлетикăпа Раççей первенстви иртрӗ пулсан, çак кунсенче çӗршыв кубокӗшӗн 200 ытла спортсмен тупăшаççӗ, вӗсенчен 94-шӗ хӗрарăмсем.
Ăмăртăва йӗркелекенсенчен пӗри Николай Колесников пӗлтернӗ тăрăх, атлетсем Раççейри 50 регионран килсе çитнӗ, пурте çӗнтерес кăмăллă. Малтанхи кунсенче çăмăл виçеллӗ штангистсем вăй виçеççӗ, февралӗн 12-мӗшӗнче супервиçери ăмăртусем.
Хӗрарăм сборнăйӗн аслă тренерӗн сăмахӗсемпе Чăваш Республикин команди лайăх хатӗрленсе килнӗ. Шупашкар спортсменкисем февралӗн 8-мӗшӗнче Кубокăн ылтăн тата кӗмӗл медалӗсене илме тивӗçнӗ. 53 килограммлисен хушшинче 174 очко пухса Ирина Баймулкина II вырăна тухнă, 58 килограм таяканнисен хушшинче Наталья Хлесткина 204 очкопа I вырăн йышăннă. Турнир февралӗн 13-мӗшӗччен пырать, ăмăртусем ытларах кăнтăрла хыççăн иртеççӗ, кайса курăр.
Нет комментариев