Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эрнелӗх гороскоп 13.03 - 19.03

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III Ку эрнере çемçелме юрамасть, мӗнпур вăй-хала парса ӗçлемелли лару-тăрусем пулӗç. Эрне варринче çăмăлланӗ, пысăк малашлăхлă интереслӗ проекта хутшăнма сӗнекенсем тупăнаççӗ. Хăвăра ытларах шанма пуçлатăр. Тавлашусене хутшăнасран асăрханмалла. Хăш-пӗрне шăпа пысăк парне тăвӗ. ТАКА 21.III - 20.IV Çак тапхăрта карьерăра, бизнес­ра, творчествăра çӗнӗ майсем уçăлаççӗ. Хăш-пӗрисем пит...

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Ку эрнере çемçелме юрамасть, мӗнпур вăй-хала парса ӗçлемелли лару-тăрусем пулӗç. Эрне варринче çăмăлланӗ, пысăк малашлăхлă интереслӗ проекта хутшăнма сӗнекенсем тупăнаççӗ. Хăвăра ытларах шанма пуçлатăр. Тавлашусене хутшăнасран асăрханмалла. Хăш-пӗрне шăпа пысăк парне тăвӗ.

ТАКА 21.III - 20.IV
Çак тапхăрта карьерăра, бизнес­ра, творчествăра çӗнӗ майсем уçăлаççӗ. Хăш-пӗрисем пит çӳле хăпарма пултараççӗ. Кам-тăр телевидение лекӗ е пысăк аудитори умне тухса калаçӗ. Наукăра çитӗнӳ тăвакансем те пулӗç. Юратса пăрахма, мăшăрланма ырă вăхăт. Конкурентсем чăрмантарма пултарӗç.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Ку эрнере çӗнӗ ӗçе хăнăхма, карьерăшăн тапаçланма тивӗ. Шухăшлаври стереотипсенчен хăтăлма çăмăл пулмӗ, анчах тиветех, унсăрăн малалла каяймăр. Ялан ӗçлӗ пулнипе юлташăрсем çилленме, хăш-пӗри тăшмана çаврăнма пултарӗ. Ырă ятшăн кӗрешме тивӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Интереслӗ çулçӳревсем, командировкăсем тата кӗтмен тӗлпулусем кӗтеççӗ. Тӗнчекурăм улăштарма пултаракан çынпа паллашатăр. Туризмпа вӗрентӳ сферинче ӗçлекенсен ăнăçу пулӗ. Хăвăрпа пӗр шухăшлисене пуçтарма тă­рăшăр. Тавлашусем пуçтарас темесен ют шухăшпа килӗшме тивӗ.

РАК 22.VI - 22.VII
Çак тапхăрта нумайăшне укçа çитменни тарăхтарӗ, теприсен кăмăл-сипет принципӗсене çирӗплетме тивӗ. Хăвăр тăрăшсан, карьерăра пысăк улшăнусем пулӗç. Пурлăхпа çыхăннă правăна хӳтӗлеме тивӗ. Кăмăлпа çирӗп пулни йывăрлăхсене çӗнтерме пулăшать.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Ку вăхăтра сире çывăх çын пулăшăвӗ кирлӗ. Усăллă паллашусем ăнăçу тума пулăшӗç. Сывлăх пирки те шутламалла. Эрне вӗçӗнче парăмсене, штрафсене тӳлесе татма тивӗ. Юратнă çыннăр пулăшсан пурне те татса паратăр. Канмаллисенче асра юлмалли тӗлпулусем пулӗç.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Çак тапхăрта ывăннине, вăй-хал çуккине туятăр, анчах ӗç нумай пулӗ. Тăрăшни сая каймӗ - лайăх ӗçлесе илетӗр. Ку вăхăтра кредит илмелле мар, кивçен те ан парăр. Эрне вӗçӗнче ӗçлесе илнӗ укçана пӗр-пӗр проекта хывас килӗ, çапах васкамалла мар - йăлт çухатма пултаратăр.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Творчествăлла хавхалану, юратуллă самантсен вăхăчӗ. Хăвăр çинчен çынсене пӗлтерес ки­лӗ, мӗнех, лару-тăру сирӗншӗн ăнăçлă. Çынсемпе хутшăнусем пирки шухăшăра улăштаратăр. Иртнинчен уйрăлма вăхăт çитнӗ, шелсӗрех йăлăхтарнă хутшăнусене вӗçлеме пултаратăр.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Эрне пуçламăшӗнче мӗне те пулин тăхтамасăр юсама, самаях тăкакланма тивӗ. Юлташăр е çывăх çыннăр пулăшнипе йывăрлăхсене хăвăрт татса паратăр. Хăш-пӗрисем ыркăмăллăх проектне хутшăнӗç е пулăшу фондне йӗркелесе ярӗç. Шулӗксенчен асăрханăр.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Çак тапхăрта ӗçтешсемпе, çывăх çынсемпе пӗр чӗлхе тупма йывăр пулӗ. Эрне варринчен пуçласа сирӗншӗн пур алăк та уçă пулӗ. Хăвăра хисепленипе, пӗлнипе усă курăр, ӗçлӗ калаçусем ăнăçлă вӗçленӗç. Çăлтăр чирӗпе чирлесе каясран асăрханăр. Ахаль пулсан, çынсем те сирӗн пата туртăнӗç.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Ку эрнере хăвăра аванах туймасан та карьерăра ӳсӗм тăватăр, тупăша ӳстеретӗр, ывăннине çӗнтерсе шăпа парнеленӗ майпа 100 проценчӗпех усă куратăр. Ырă улшăнусем килте те пулӗç. Хăшӗсем куçман пурлăх туянӗç.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Ырă шанчăкпа улшăнусем парнелекен, кӗтмен тӗлпулусен вăхăчӗ. Эрне варринчи пулнă çулçӳрев­сем пурнăçăра тӗпрен улăштарма пултараççӗ. Хăш-пӗрисем хăйсенче çӗнӗ талант тупса пысăк çитӗнӳ тăвӗç. Туйăмсем хыççăн каймасан ăнăçу сирӗн енче пулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев