Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Fan-ID – пирӗн ноу-хау

2018 çулта Раççейре иртекен тӗп спорт уявне - футбол тӗнче чемпионатне - хутшăнма кăмăл пуррисене, урăхла каласан матчсене кайса курас текенсене, ӗнер болельщик паспортне пама тытăнчӗç. Футбол паспортне паракан ятарлă центрсем харăсах Мускавра, Сочире, Калининградра, Санкт-Петербургра тата, паллах, Хусанта уçăлчӗç. Çак церемоние телемостпа пурне те курма май пулчӗ. Fan-ID болельщик...

2018 çулта Раççейре иртекен тӗп спорт уявне - футбол тӗнче чемпионатне - хутшăнма кăмăл пуррисене, урăхла каласан матчсене кайса курас текенсене, ӗнер болельщик паспортне пама тытăнчӗç. Футбол паспортне паракан ятарлă центрсем харăсах Мускавра, Сочире, Калининградра, Санкт-Петербургра тата, паллах, Хусанта уçăлчӗç. Çак церемоние телемостпа пурне те курма май пулчӗ. Fan-ID болельщик паспортне паракан центр Хусанта «Родина» суту-илӳпе кану центрӗнче уçăлчӗ.

Fan-ID - Раççейри ноу-хау. Ăна пӗлтӗр Конфедераци кубокӗнче пуçласа тӗрӗслесе пăхрӗç. Болельщиксене çапла майпа шута илни спорт уявне вӗсемшӗн ансатлатнисӗр пуçне (стадионсене кӗрессине çăмăллатать) хăрушсăрлăхпа тивӗçтермелли май та. Пӗр хутчен кăна парăнакан çак документ чемпионатăн мӗнпур матчне кӗме, ют çӗршыв çыннисемшӗн вара Раççее визăсăрах килме, матчсем иртекен хуласене поездпа тӳлевсӗр çӳреме ирӗк парать. Çитменнине ют çӗршыв гражданӗсем унпа Раççее чемпионат пуçланиччен 10 кун маларах килме тата чемпионат хыççăн 10 кун юлма та пултараççӗ.

Болельщиксен паспортне паракан центрсем уçăлни Тӗнче чемпионачӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ тапхăрӗ. Çавăнпа та, юлташсем, матчене килсе курас кăмăл пулсан болельщиксен паспортне халех илме тăрăшăр. Кун валли http://www.fan-id.ru сайтра е асăннă центрсене килсе регистрациленмелле. (С.Камалетдинов сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев