Хусанта çӗнӗ диагностика центрӗ уçăлчӗ
Хусанти 18№ хула больницинче магнитпа резонанс томографийӗ пӳлӗмӗллӗ çӗнӗ диагностика центрӗ уçăлнине хыпарлать «Татар-информ» ИА. Томографăн хăйне евӗрлӗ Tim тата Dot технологийӗ сывлăха сиен кӳмесӗр çын кӗлеткине пӗр вӗçӗмсӗр сканерлама май парать. Клиникăра çак хаклă йышши оборудование патшалăхпа харпăр партнерствипе туяннă. Халăх валли ку услугăсем тӳлевсӗр. Кунсăр пуçне кунта медицинăн...
Хусанти 18№ хула больницинче магнитпа резонанс томографийӗ пӳлӗмӗллӗ çӗнӗ диагностика центрӗ уçăлнине хыпарлать «Татар-информ» ИА. Томографăн хăйне евӗрлӗ Tim тата Dot технологийӗ сывлăха сиен кӳмесӗр çын кӗлеткине пӗр вӗçӗмсӗр сканерлама май парать.
Клиникăра çак хаклă йышши оборудование патшалăхпа харпăр партнерствипе туяннă. Халăх валли ку услугăсем тӳлевсӗр.
Кунсăр пуçне кунта медицинăн «ылтăн стандартпа» онкошырав, «виртуаллă» колонископи те тăваççӗ. Хупă пӳлӗмрен хăракансемшӗн МРТ иртме меллӗ пултăр тесе пысăк чӳречесем тунă.
Комплекслă диагностикăна Хусанта кăна мар, Пӗкӗлме, Елабуга, Чистай хулисенче те иртме май пур.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев