Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Инвалидсене 400 миллион тенкӗ компенсаци панă

РФ социаллă страховани фончӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Рамиль Гайзатуллин сăмахӗсемпе, çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанри инвалидсене 8 миллион реабилитаци хатӗрӗ (пӗтӗмпе 400 миллион тенкӗлӗх) панă. 45 миллион тенкӗ укçан компенсаци тӳленӗ, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Законпа килӗшӳллӗн, федераллă льготниксене тӗп тата хушма пулăшу хатӗрӗсемпе (ал туйисем, костыльсем, ходункиcем, кресло-коляскăсем, ал-ура протезӗсем, бандажсем,...

 

РФ социаллă страховани фончӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Рамиль Гайзатуллин сăмахӗсемпе, çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанри инвалидсене 8 миллион реабилитаци хатӗрӗ (пӗтӗмпе 400 миллион тенкӗлӗх) панă. 45 миллион тенкӗ укçан компенсаци тӳленӗ, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА.

Законпа килӗшӳллӗн, федераллă льготниксене тӗп тата хушма пулăшу хатӗрӗсемпе (ал туйисем, костыльсем, ходункиcем, кресло-коляскăсем, ал-ура протезӗсем, бандажсем, ӳт çӗресрен сыхлакан матрассем, итлемелли аппаратсем тата ытти те) тӳлевсӗр тивӗçтереççӗ. Çаплах хăш-пӗр хатӗрсен категорийӗн хак нормативӗ те законпа пăхăннă. Енчен те инвалид хăй туяннă таварăн хакӗ çак нормативран пӗчӗк-тӗк, ăна 100 проценчӗпех компенсаци тӳлеççӗ.

Сывлăхӗ хавшанă граждансем законпа пăхăннă тӳлевсӗр хатӗрсене илес тесен, малтан хăйсем хăш ушкăн инваличӗ пулнине медицинăпа социаллă экспертиза туса çирӗплетмелле. Унтан çак справкăпа вырăнти Социаллă страхованин районти уйрăмне каймалла. Кунта ăна çак документсемпе учета тăратаççӗ.

Кунсăр пуçне 2016 çултанпа Социаллă страховани фончӗ инвалидсене санаторипе курорт путевкипе тата реабилитаци хатӗрӗсемпе тивӗçтерет. Санаторипе профилакторие путевка илес тесен малтан поликлиникăран 070У формăпа справка илмелле. Унпа вырăнти Социаллă страховани фончӗн филиалне килсе заявлени çырмалла.

«Реабилитаци хатӗрӗсем вӗсем - ал туйисем, костыльсем, коляскăсем, абсорбаци хатӗрӗсем (памперссем), мочеприемниксем. Эпир вӗсемпе тивӗçтеретпӗр е инвалид ку хатӗрсене хăй укçипе илнӗ пулсан, компенсаци тӳлетпӗр. Кăçал граждансене 7 миллион ытла абсорбаци хатӗрӗсемпе (памперс тавраш) тивӗçтернӗ. Эпир граждансене май пур таран хамăр çинчен нумайрах пӗлтерме тăрăшатпăр, апла пулсан та нумай çын мӗнле хатӗрсем илме пултарассине пӗлмеççӗ»,- тенӗ Рамиль Гайзатуллин.

Хальхи вăхăтра Соцаллă страховани фончӗн Тутарстанри уйрăмӗ инвалидсен ыйтăвӗсене онлайн режимпа хуравлас шутпа социаллă сетьсемпе активлă усă курма тăрăшать.

Фондра çаплах хӗрӳ лини те ӗçлет.

- «Прямые выплаты» проектпа çыхăннă ыйтусемпе (843) 293-60-72,

- Инвалидсене реабилитаци хатӗрӗсемпе тата санаторипе курорт путевкисемпе тивӗçтерес ыйтусемпе (843) 221-50-99,

- Ӗçлеме пултарайманни çинчен çирӗплетекен документсем хатӗрлес ыйтусемпе ( 843) 292-33-80, 221-51-03,

- Производство травматизмне тата профессипе çыхăннă чирсене чакарассипе тата сывлăхшăн сиенлӗ ӗçре ӗçлекенсем валли санаторипе курорт сиплевӗн ыйтăвӗсемпе (843) 221-50-56.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев