Июлӗн 21-мӗшӗнче Хусанта хӗреслӗ çул
Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн кунӗнче, июлӗн 21-мӗшӗнче, Хусанти Кремль территорийӗнчи Благовещени соборӗнче ирхине литурги иртет. Ун хыççăн йăлари хӗреслӗ çул пулать. Ăна Тутарстан тата Хусан митрополичӗ Феофан ертсе пырать. Хӗреслӗ çул Батурин, Карл Маркс тата Большая Красная урамӗсемпе иртсе Крестовоздвиженски храмӗ патне каять. Çавна кура июлӗн 21-мӗшӗнче ку урамсене ирхине...
Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн кунӗнче, июлӗн 21-мӗшӗнче, Хусанти Кремль территорийӗнчи Благовещени соборӗнче ирхине литурги иртет. Ун хыççăн йăлари хӗреслӗ çул пулать. Ăна Тутарстан тата Хусан митрополичӗ Феофан ертсе пырать.
Хӗреслӗ çул Батурин, Карл Маркс тата Большая Красная урамӗсемпе иртсе Крестовоздвиженски храмӗ патне каять.
Çавна кура июлӗн 21-мӗшӗнче ку урамсене ирхине 10.30 сехетрен пуçласа 11.30 сехетчен автотранспортсене кӗртмеççӗ, тесе хыпарлать Хусан мэрийӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев