Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Кайăк-кӗшӗк грипӗ çыншăн хăрушă-и?

Кайăк-кӗшӗк грипӗ çынна чирленӗ чӗрӗ е вилӗ кайăк-кӗшӗкрен ерес хăрушлăх пур. Вăл çынна куç пăсăлнинчен пуçласа ӳпке чирӗ таранах яма пултарать.

Республикăн ветеринари специалисчӗсем пӗлтернӗ тăрăх, кайăк-кӗшӗк грипӗ енӗпе лару-тăру хальлӗхе тимлӗхре. Чир чăх-чӗп ӗрчетекен пысăк предприятисене тивмен. Республикăн Атăл ку енчи 7 районти (Çӗпрел, Пăва, Апас, Кайпăç, Теччӗ, Камско-Устьински, Тури Услон) 24 харпăр хуçалăхра палăрнă. Вӗсенчи мӗнпур кайăк-кӗшӗке илсе кайса çунтарнă ӗнтӗ, витисене дезинфекциленӗ. Çак районсенчи 16 яла карантина хупнă. Чир сăлтавӗ Чăваш Енрен чирлӗ чӗпсем килсе сутни-мӗн. Тивӗçлӗ мерăсене çийӗнчех йышăннăран (кӳршӗллӗ Чăваш Енпе Ульяновск облаçӗн чиккисенче ветеринари посчӗсем йӗркеленӗ, чăх-чӗп, хур-кăвакал чӗпписене сутма чарнă) юлашки темиçе кун чир палăрнă пӗр тӗслӗх те пулман.

Чăн та, ку чир Раççейре май уйăхӗнченпех палăрма пуçланă-ха. Паянхи кун тӗлне ăна Саратов, Пенза, Курск, Самар, Смоленск, Чулхула, Орел облаçӗсенче, Чăваш Енре (пурӗ 65 вырăнта) тупнă. Çавăнпа та республикăна кӳрекен чăх-чӗп продукцине лаборатори тӗрӗслевӗсӗр сутлăха ямаççӗ.

Аса илтеретпӗр, кайăк-кӗшӗк грипӗ çынна чирленӗ чӗрӗ е вилӗ кайăк-кӗшӗкрен ерес хăрушлăх пур. Вăл çынна куç пăсăлнинчен пуçласа ӳпке чирӗ таранах яма пултарать. Çавăнпа та специалистсем республикăра карантин пӗтмесӗр хăрушсăрлăх мерисене пăхăнмаллине асăрхаттараççӗ: чăх ашне тата çăмартана лайăх пӗçерсе çимелле. Телее, республикăра хальлӗхе çынсем çак чирпе чирленӗ пӗр тӗслӗх те çук-ха.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство