Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Кулăш

Кӳршӗ арăмӗ кӳршӗ каччине: - Мӗншӗн халӗ те авланмастăн-ха, Петя? - Хăратăп. - Мӗнрен? - Унччен пӗр хӗрарăм урамра чупса çитрӗ те мана темӗн те пӗр каласа пит-куçа чӗрмелесе пӗтерчӗ, кайран тин: «Каçар, эпӗ сана ман упăшка тесе», - терӗ. * * * Çамрăк каччă чечек лавккине кӗрет те стена...

Кӳршӗ арăмӗ кӳршӗ каччине:
- Мӗншӗн халӗ те авланмастăн-ха, Петя?
- Хăратăп.
- Мӗнрен?
- Унччен пӗр хӗрарăм урамра чупса çитрӗ те мана темӗн те пӗр каласа пит-куçа чӗрмелесе пӗтерчӗ, кайран тин: «Каçар, эпӗ сана ман упăшка тесе», - терӗ.

* * *
Çамрăк каччă чечек лавккине кӗрет те стена çине: «Мӗн калассине чечекпе кала» тесе çырса хунине вулать. Унтан пӗр роза пама ыйтать.
- Мӗнле, пӗр роза кăна-и? - тӗлӗнет сутуçă.
- Эпӗ вӗт ытлашши нумай калаçма юратмастăп, - хуравлать каччă.
* * *
- Упăшкупа аван пурă­на­тăр-и? Кӳрентермест-и? - ыйтать амăшӗ хӗрӗнчен туй хыç­çăн çур çултан.
- Питӗ лайăх пурăнатпăр, анне! Мана йăтса çӳременни кăна, мӗн ыйтатăп - çавăнтах туянса парать, - савăнса пӗлтерет хӗрӗ.
- Апла сахал ыйтатăн, - сиввӗн каласа хучӗ тет амăшӗ.

* * *
- Картла питӗ ăста вылятăн эсӗ теççӗ. Атя, пӗрле выляса пăхатпăр, хăшӗ çӗнтерет? - тет Ахманей пасарта Кукша Кӗркурине тӗл пулсан.
- Санпа выляни кăсăклă мар маншăн. Тата çак кунсенче хам та выляма пăрахасшăн, - тавăрать Кукша.
- Мӗншӗн тата?
- Мӗншӗн тесен авланнă çын эсӗ. Манăн хамăн та, илтнӗ пулӗ, çак кунсенче туй пулать. Авланнă çыннăн картла выляни усăсăр, выляса ярсан арăмӗ çилленет, вăрçать, выляса илсен укçине туртса илет, - пулчӗ тет хурав.
* * *
Пасарта ăнсăртран Кукша Кӗркурипе Ахманей тӗл пулаççӗ:
- Ăçта çухалса çӳретӗн, юлашки вăхăтра пасарта курăнмастăн? - ыйтать Ахманей.
- Ӗçе вырнаçрăм-ха, почтăра çырусем çине штемпель лартаканни эпӗ халӗ, - хуравлать Кукша.
- Епле кичем ӗç. Мӗнле чăтатăн?
- Пӗрре те кичем мар. Штемпель çинче кашни кунах çӗнӗ вăхăт вӗт.

* * *
Лавккара виçӗ тантăш тӗл пулаççӗ:
- Натали, мӗнлерех пу­рăнатăн? Качча кайнă терӗç-и сана? - ыйтаççӗ пӗринчен иккӗшӗ.
- Икӗ çул çитет ӗнтӗ качча кай­ни. Чăнах та, туй вăхăтӗнче ура хуçма тиврӗ.
- Пăрахса кайрӗ-и вара?
- Уксах урапа ăçта кайтăр вăл? Пыл та çу пурăнатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев