Чи лайăх кăтарту тунă механизатор-комбайнерсене преми пама тытăнаççӗ.
Тукай районӗнче чи лайăх кăтарту тунă механизатор-комбайнерсене преми пама тытăнаççӗ, пӗлтерет вырăнти «Светлый путь» хаçат. Пӗтӗмлетӳсене кашни эрнере, эрнекун тума палăртнă. Çӗнтерӳçӗсене палăртнă чух комбайнăн маркипе хăватне те шута илеççӗ. Премие кăнтăр апачӗ вăхăтӗнче пама йышăннă, пӗрремӗш çӗнтерӳçӗсем паянах паллă пулаççӗ. (Г. Камалетдинов сăнӳкерчӗкӗ).
Нет комментариев