Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пирӗн вокзалсем чемпионата хатӗр

«РЖД» УАО пӗлтернӗ тăрăх, 2018 çулта Раççейре футболпа иртекен тӗнче чемпионатне хатӗрленес ӗçе пирӗн «Хусан», «Хусан-2» чугун çул вокзалӗсем йăлтах вӗçленӗ. Пӗтӗмпе мундиале йышăнма Раççейри 11 хулари 32 вокзал комплексӗ хутшăнать. Вӗсенчен 13-шӗ хатӗр мар-ха, çитес çулхи март уйăхӗнче ӗçсене вӗçлемелле. Кашни вокзалта мобильлӗ техникăна зарядкăна лартмалли станцисем, автоматлă майпа...

«РЖД» УАО пӗлтернӗ тăрăх, 2018 çулта Раççейре футболпа иртекен тӗнче чемпионатне хатӗрленес ӗçе пирӗн «Хусан», «Хусан-2» чугун çул вокзалӗсем йăлтах вӗçленӗ. Пӗтӗмпе мундиале йышăнма Раççейри 11 хулари 32 вокзал комплексӗ хутшăнать. Вӗсенчен 13-шӗ хатӗр мар-ха, çитес çулхи март уйăхӗнче ӗçсене вӗçлемелле.

Кашни вокзалта мобильлӗ техникăна зарядкăна лартмалли станцисем, автоматлă майпа икӗ чӗлхепе информаци пӗлтерекен системăсем, тӗрӗслев оборудованийӗсем лартаççӗ. Чемпионат вăхăтӗнче видеосăнав камерисем çинчи даннăйсене упрамалли вăхăта 30 талăка çитереççӗ.

Юлашки даннăйсем тăрăх, Хусан чи нумай болельщиксене турттаракан виççӗмӗш хула. Кунта болельщиксене тӳлевсӗр турттаракан 64 ятарлă рейс пулать. Мускава - 148, Санкт-Петербурга- 84. ( Рамиль Гали сăнӳкерчӗкӗ)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев