Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пулас ăру сывлăхне упрамалла

Чăваш Енри Елчӗк районӗн администраци пуçлăхне, «Единая Россия» парти тӗп канашӗн пайташне Николай Петрович Миллина пирӗн вулакансем аван пӗлеççӗ. Вăл Тутарстан чăвашӗсем епле ӗçлесе пурăннине тимлесех тăрать. «Сувар» хаçата пӗр сиктермесӗр вуласа пырать. Вăл Тутарстанăн пӗрремӗш президенчӗпе Минтимер Шаймиевпа темиçе хутчен те тӗл пулнă. Çаплах Пăва, Теччӗ, Çӗпрел, Камско-Устьински тата...

Чăваш Енри Елчӗк районӗн администраци пуçлăхне, «Единая Россия» парти тӗп канашӗн пайташне Николай Петрович Миллина пирӗн вулакансем аван пӗлеççӗ. Вăл Тутарстан чăвашӗсем епле ӗçлесе пурăннине тимлесех тăрать. «Сувар» хаçата пӗр сиктермесӗр вуласа пырать. Вăл Тутарстанăн пӗрремӗш президенчӗпе Минтимер Шаймиевпа темиçе хутчен те тӗл пулнă. Çаплах Пăва, Теччӗ, Çӗпрел, Камско-Устьински тата ытти район ертӳçисемпе те çыхăну тытать.

- Эсир Елчӗк район администраци ер­тӳçине ларнăранпа вун пилӗк çул та иртрӗ. Маларах чылай вăхăт колхоз председателӗнче тăрăшрăр. Теприсем кун пек чухне: «Ывăнтăм...» - теме пăхаççӗ.
- Пӗр пытармасăр, мухтанмасăр калатăп, кун çинчен шутлама манăн вăхăт та çук. Мӗншӗнне хам та ăнланмастăп: те хальлӗхе сывлăх енчен хама чиперех туйнăран-и, те татса памалли ыйтусем çине-çинех тупăнса пынăран-и? Хăвăрах шутласа пăхăр-ха, район ертӳçине суйлансанах (2001 ç.) ялсене газификацилемеллеччӗ. Ыттисенчен юлмасăр, икӗ çултах кашни киле «кăвак çулăм» çитерес тесе тăрăшнă вăхăтра кану çинчен шутлама та май килмерӗ. Елчӗк районӗ республикăн тӗп хулинчен аякра вырнаçни пысăк кăткăслăх кăларса тăратать. Çавна май хамăр подрядчиксемсӗр пуçне Тутарстанри, Чулхулари газовиксене чӗнме тиврӗ.
Унтан кашни яла асфальтлă çул çитерес ыйту тухрӗ. Тӗллеве вăхăтра пурнăçлас тесе каллех çак ӗçе кӳршӗсене хутшăнтарма, вӗсенчен пулăшу ыйтма тиврӗ. Халӗ ял урамӗсене асфальт, вак чул сарас ӗç пырать. Апла пулсан, çитес çулсенче ял çынни пылчăк çăрма пăрахать.
Куратăр-и? Ӗçӗм йăлтах халăх шанăçне тӳрре кăларассипе çыхăннă. Тӗрӗс­рех калас пулсан, кирек мӗнле ертӳçӗн те нумай-нумай тус-юлташ, шанчăклă çыннисемсӗр пуçне тăшманӗсем те çук мар. Хăш-пӗрне район малалла кайни те, халăх лайăхрах пурăнма тытăнни те пӗлтерӗшлӗ мар. Вӗсен пӗртен-пӗр тӗллевӗ - ӗçлекене ура хурасси, ун çинчен епле те пулин сивӗ сăмах сарасси. Анчах кӗтнӗ суйлав, халăхăн черетлӗ çӗнӗ тӗрӗслевӗ çитсе иртет те вăхăтлăха та пулин çăварӗсене хупаççӗ. Манăн вара тепӗр хут çӗнӗ хавхаланупа пикенсе ӗçлес туйăм вăйланса каять. Тен, суйлавçăсем «ват лаша йăрана пăсмасть» каларăша ӗненерех параççӗ-и?
- Районта «Таса шыв» программа та ăнăçлă пурнăçланса пыни паллă. Çак енӗпе ӗçе мӗнлерех хак паратăр?
- Хамăн ӗçе çынсем, суйлавçăсем хак паччăр. Çав вăхăтрах çакна палăртас килет: администраци ӗçченӗсем те, ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсемпе вӗсене пулăшакан актив - депутатсем, ял старос­тисем, обществăлла организацисемпе уйрăм çынсем питӗ пуçаруллă ӗçлеççӗ. Эпир республикăра талăкне 700 кубла метр шыва тасатакан сооружение чи малтан хута яракан район центрӗ пултăмăр. Ялсенче те çӗр-çӗр километр çӗнӗ пăрăхсем тăсрăмăр.
- Апла пулсан, Экологи çулталăкне ку­рăмлă ӗçпе пуçларăр?
- Эпир пӗлтӗр те, ытти çулсенче те экологипе ӗçлемен мар. Çăлсене тирпейлес, çӗр эрозийӗпе кӗрешес енӗпе чылай ӗçленӗ. Анчах тумалли ӗçсен вӗçӗ-хӗрри те çук. Ишӗлекен çырмасене пӗвелессине, кӳлӗсем тăвассине чӗртсе тăратмаллах пирӗн. Хирсене хӳтӗлекен вăрман йăрăмӗсем, ишӗлекен вырăнсене пӗчӗк вăрмансем те пулин лартассине çӗнӗ вăйпа пуçăнмалла. Ку енӗпе чылай предприяти, фермер хуçалăхӗсем, уйрăм çынсем проект-пуçарусем хатӗрлеççӗ. Тивӗçлӗ службăсем вӗсене тӗрлӗ енчен тӗрӗсленӗ хыççăн, паянхи тата малашнехи программăна кӗртетпӗр. Экологи ыйтăвӗ халӗ кирек камшăн та вӗçӗмсӗр вăй хумалли ӗç. Таса тавралăх, сывлăш пирӗн кăна мар, пулас ăрусен çирӗп сывлăхӗн никӗсӗ те.
- Елчӗк районӗ Чăваш Енре малтисен ретӗнче. Çавна май пӗлтӗрхи кăтартусем пирки кӗскен те пулин аса илни вырăнлă пулӗ тетпӗр...
- Экономика кăтартăвӗсем самай лайăхланни савăнтарать. Ку енӗпе эпир республикăн кăнтăр енчи зонинче вун пӗрмӗш хут тăтăшах пӗрремӗш вырăна тухрăмăр. «Комбайн» ЯХПК та (ăна РФ ял хуçалăхӗн тава тивӗçлӗ ӗç­че­нӗ Г.И. Фе­доров ертсе пырать) виçӗ çул ӗнтӗ республикăра малта. Иртнӗ çул гектартан вăтамран 28 центнер ытла тӗштырă илтӗмӗр. «АСК - Яльчики» тата «Нива» тулли мар яваплăхлă обществăсем паха сортлă çӗрулми çитӗнтерсе чапа тухрӗç. «Победа» юлташлăхра выльăх-чӗрлӗх пăхакансем кашни ӗнерен 7400-шер килограмм сӗт суса чылайăшне тӗлӗнтерчӗç. Районта ӗне-выльăх йышӗ те, сӗтпе какай туса илесси те ӳссе пынипе чăннипех мăнаçланатпăр.
Районăн пӗтӗмӗшле лаптăкне кура предпринимательсен йышӗ пысăках мар пирӗн. Анчах вӗсенчен чылайăшӗ ку чухнехи чи çивӗч ыйтусене татса пама хутшăнни савăнтарать. Акă, Юрий Титов ертсе пыракан «Промсервис» наукăпа производство пӗрлешӗвӗ пăралакан установкăсем валли паха чӗртавар кăларса сутаканскер, район бюджетне чи пысăк тупăш парать. Икӗ çул каялла çеç ӗçе пуçăннă Андрей Светлов услам­çă усă курнă полиэтилен хутаçсенчен полиэтилен япаласем кăларса ырă ӗç тăвать. Маларах самаях юхăннă сӗт-çу завочӗ «Пошехонский» сырпа ытти паха продукци кăларса предприятин ырă ятне тавăрчӗ. Ăна чи пултаруллă усламçăсенчен пӗри Руслан Каштанов ертсе пырать. Вӗсен тата ял хуçалăхӗпе уйрăм предприятисен ырă тӗслӗхӗ малашне татах та курăмлăрах улшăнусем тума майсем пуррине çирӗп­летет, ӳсӗм валли çӗнӗ çул-йӗр шырама хистет.
Кăçал район 90 çул тултарнă май, халăх нихçанхинчен те хавхаланса ӗçлессе шанатпăр. Ялсемпе район центрӗнче строительство ӗçӗ анлăрах сарăлать, паха тавар кăларасси вăйланать. Кӗçех район центрӗнче историпе этнографи музейӗ валли çӗнӗ çурт тума ты­тăнатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев