Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

РФ Президенчӗ В.Путин: «Тӗп Банкпа Тутарстан ертӳçисем лару-тăруран тухма çул-йӗр шыраççӗ»

РФ Президенчӗ В.Путин паянхи пресс-конференцире Тутарстан финанс рынокӗнчи çивӗч лару-тăрăва, çав шутра АВС страхованине кӗмен предприяти-организацисен вклачӗсен шăпи пирки те, тимлӗхсӗр хăвармарӗ. «Тӗп Банкпа Тутарстан ертӳçисем активлă ӗçлеççӗ, пӗтӗм вкладчика, çав шутра предприяти-организацисене те, пулăшу памалли мелсене пӗрле шыраççӗ», - тесе хуравларӗ предпринимательсене мӗнле пулăшу пуласси çинчен панă ыйтăва. Президент...

РФ Президенчӗ В.Путин паянхи пресс-конференцире Тутарстан финанс рынокӗнчи çивӗч лару-тăрăва, çав шутра АВС страхованине кӗмен предприяти-организацисен вклачӗсен шăпи пирки те, тимлӗхсӗр хăвармарӗ.

«Тӗп Банкпа Тутарстан ертӳçисем активлă ӗçлеççӗ, пӗтӗм вкладчика, çав шутра предприяти-организацисене те, пулăшу памалли мелсене пӗрле шыраççӗ», - тесе хуравларӗ предпринимательсене мӗнле пулăшу пуласси çинчен панă ыйтăва. Президент шучӗпе, Раççей Тӗп Банкӗ финанс рынокне «сыватассипе» тӗрӗс политика илсе пырать. Çакна Раççейре эксперт шайӗнче те, халăхсем хушшинчи шайра та палăртаççӗ-мӗн. «Раççей финанс рынокне «сыватса» Тӗп Банк йăнăшать тесе шутлакансем çук. Банксем финанс учрежденийӗсен критерийӗпе тӳр килмелле. Ку ӗç чи малтан вкладчиксен интересӗсене хӳтӗлессипе çыхăннă. Енчен те пирӗн финанс рынокӗнче финанас учрежденийӗсем мар, мӗнле-тӗр укçа вăрлаканннисем кăна пулсан, паллах, кунта лайăххи нимӗн те пулмасть», - пӗтӗмлетрӗ Президент.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев