Шкула каймалла е çук?
Хӗллехи вăйлă сивӗсенче чылай ашшӗ-амăшӗ ачисене шкула ярасси пирки аптăрать. Çӗнӗ çулхи каникулсем хыççăн сывлăш температури республикăра - 27-29 таранах анчӗ. Ашшӗ-амăшсен вотсапри ушкăнӗсенче (халӗ вăл кашни шкулти классен пур) хӗрӳ тавлашу пычӗ. Хăшӗ ярать, тепри çук. Пăтрашăну ан пултăр тесе ТР Вӗрентӳпе наука министерстви çапла йышăннă: сывлăш температури -...
Хӗллехи вăйлă сивӗсенче чылай ашшӗ-амăшӗ ачисене шкула ярасси пирки аптăрать. Çӗнӗ çулхи каникулсем хыççăн сывлăш температури республикăра - 27-29 таранах анчӗ. Ашшӗ-амăшсен вотсапри ушкăнӗсенче (халӗ вăл кашни шкулти классен пур) хӗрӳ тавлашу пычӗ. Хăшӗ ярать, тепри çук. Пăтрашăну ан пултăр тесе ТР Вӗрентӳпе наука министерстви çапла йышăннă: сывлăш температури - 23-рен ансан ял шкулӗсенче вӗренекен кӗçӗн класри (1-4) ачасен шкула каймалла мар, хуларисен -25-рен иртсен; 5-9-мӗш классенче вӗренекенсем: ялтисем сывлăш температури - 25-рен, хуларисем - 27-рен иртсен каймаççӗ; 10-11-мӗшсем: ялтисем сывлăш температури - 30-тан, хуларисем - 32-рен иртсен каймаççӗ. Сывлăш температури - 25-рен аяларах ансан шкул ачисене автобуссемпе турттарма та юрамасть, вӗсене муниципаллă йӗркеленӳ тулашне илсе тухмалла мар.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев