Тепӗр 5 çултан Мускав пире çывăхланать
Мускава çӳрекенсем тепӗр 5 çултан çул çине пурӗ те виçӗ сехете яхăн кăна вăхăт ирттерӗç. Хуласем хушшинчи 770 çухрăма шăпах çак вăхăтра иртӗ сехетне 400 километр хăвăртлăхпа пыракан поезд. Мускав - Хусан хушшинче пурӗ 6 чарăну пулать, тесе пӗлтернӗ «РЖД» УАО пӗрремӗш вице-президенчӗ А.Мишарин Мускавра чугун çул ӗçченӗсен съездне уçас...
Мускава çӳрекенсем тепӗр 5 çултан çул çине пурӗ те виçӗ сехете яхăн кăна вăхăт ирттерӗç. Хуласем хушшинчи 770 çухрăма шăпах çак вăхăтра иртӗ сехетне 400 километр хăвăртлăхпа пыракан поезд. Мускав - Хусан хушшинче пурӗ 6 чарăну пулать, тесе пӗлтернӗ «РЖД» УАО пӗрремӗш вице-президенчӗ А.Мишарин Мускавра чугун çул ӗçченӗсен съездне уçас умӗн журналистсемпе тӗл пулсан.
«Евразия» пысăк хăвăртлăхлă магистралӗн пӗрремӗш тапхăрӗ шăпах Мускав - Хусан пулӗ те. Ӗçе 2018 çулта пуçăнма палăртнă. Пассажирсем унпа 2023 çултах усă курас шанăç пур, мӗншӗн тесен шăпах çав çулта ӗçе вӗçлеме палăртаççӗ.
«Евразия» магистраль паянхи кун тӗлне тӗнчери чи пысăк проект. Вăл Пекина, Мускава тата Берлина çыхăнтарать (пӗтӗмпе 9 пин те 447 километр тăршшӗ). Беларусь, Казахстан, Раççей тата Китай транспорт системине пӗрлештернине кура вара проекта хутшăнакан регионсен экономика аталанăвӗ те икӗ хут ӳсет.
Раççей маршручӗ çапларах пулать: Красное (Беларусь чикки) - Мускав - Хусан- Екатеринбург - Челябинск - Ылтăн Сопка (Казахстан чикки).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев