Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Тимур Нагуманов: «Çынсем кризиса çӗнтерме тăрăшаççӗ»

Тутарстан бизнес-омбудсменӗ sntat.ru сайта панă интервьюра налог инспекцийӗпе, прокуратурăпа тата банксемпе калаçса татăлни çинчен пӗлтернӗ. - Кашни конкретлă тӗслӗхпе активлă ӗçлетпӗр,- тенӗ Т. Нагуманов. Налог органӗсене янă, анчах шут çинче юлнă укçана шута илтерессипе ӗçлени пирки, çак тӗлӗшпе консультацисем йӗркелени пирки пӗлтернӗ. Бизнесменсене рефинансировани тăвасси пирки те сăмах пырать. Микрофинанс...

Тутарстан бизнес-омбудсменӗ sntat.ru сайта панă интервьюра налог инспекцийӗпе, прокуратурăпа тата банксемпе калаçса татăлни çинчен пӗлтернӗ.

- Кашни конкретлă тӗслӗхпе активлă ӗçлетпӗр,- тенӗ Т. Нагуманов. Налог органӗсене янă, анчах шут çинче юлнă укçана шута илтерессипе ӗçлени пирки, çак тӗлӗшпе консультацисем йӗркелени пирки пӗлтернӗ.

Бизнесменсене рефинансировани тăвасси пирки те сăмах пырать. Микрофинанс займӗпе ӗçлекенсем малалла «Татфондбанкпа» çыхăннă лару-тăрура шар курнисемпе ӗçлеме тытăнаççӗ.

- Лизинг компанийӗсемпе тата ытти банксемпе ӗçлесси пирки консультаци илме предпринимательсем РТ Гаранти фондне те килме пултараççӗ, - тенӗ.

Пысăк финанас структурисенче те укçисене пама чарнă «Татфондбанк» клиенчӗсем енӗпе çитес вăхăтра ыйтăва татса парӗç. Ку ыйтупа федераллă банксемпе калаçусем пыраççӗ-мӗн. Чăн та, хăвăрт татаса памалли ыйту мар ку, темиçе кун кирлӗ.

«Татфонбанкпа» çыхăннă лару-тăрăва прокуратура та тимлӗхре тытать. Анчах та АВС ӗçне хутшăнма унăн хальлӗхе ирӗк çук.

Тутарстан прокурорӗ Илдус Саидович пӗлтернӗ тăрăх, вӗсемшӗн тӗп приоритет- граждансен тата предпринимательсен интересӗсене хӳтӗлесси. Хăш-пӗр йывăр лару-тăрăва пăхса тухнă чух çакна шута илесси пирки республикăри прокуратурăсене хушу ярӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев