Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ту качаки отпуска каять

ТАКА 21.III - 20.IV Тинех пурнăçăрта шурă йăрăм пуçланать. Питӗ те интереслӗ çынсемпе паллашатăр, ӗçре должноçпа ӳстерме пултараççӗ. Ку чухне васкама кирлӗ мар, çынсемпе лăпкăн та çемçен калаçăр. Çывăх çынсене сирӗн тимлӗх кирлӗ, йывăр вăхăтра критиклес вырăнне пулăшма тăрăшăр. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Ку эрнере ӗçтешсемпе хутшăнусем пăсăлма пултараççӗ. Ки­лӗштерес...

ТАКА 21.III - 20.IV
Тинех пурнăçăрта шурă йăрăм пуçланать. Питӗ те интереслӗ çынсемпе паллашатăр, ӗçре должноçпа ӳстерме пултараççӗ. Ку чухне васкама кирлӗ мар, çынсемпе лăпкăн та çемçен калаçăр. Çывăх çынсене сирӗн тимлӗх кирлӗ, йывăр вăхăтра критиклес вырăнне пулăшма тăрăшăр.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Ку эрнере ӗçтешсемпе хутшăнусем пăсăлма пултараççӗ. Ки­лӗштерес тӗллевпе пӗрремӗш утăма сирӗн тумалла. Укçа-тенкӗ енӗпе асăрхануллăрах пулăр. Суту-илӳ ӗçӗсене хутшăнмалла мар. Çак вăхăтра укçăра тустариччен перекетлеме тăрăшăр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Çывăх çынсем умӗнче пачах та çӗнӗ енчен уçăлатăр. Ялан ырă кăмăллăскере хăш-пӗри паллаймӗ те. Ытлашши агрессивлăхран канса хăтăлма пултаратăр. Эрне пуçламăшӗнче тахçантанпа курман юлташсене тӗл пулатăр.

РАК 22.VI - 22.VII
Çак тапхăрта йышăнусене хăвăрт тума тивет, шутлама вăхăт пулмӗ. Чӗре хушнине итлӗр. Мăшăрсăррисен çи-пуçне тимлемелле, мӗншӗн тесен шăпа пӳрни çумрах çӳрет. Арлă-арăмлисен хутшăнăвӗсене çӗнетесси çинчен шутламалла.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Ку эрнере харпăр пурнăç пуринчен ытларах интереслентерӗ. Хăвăр тавра никама та, çав шутра юлташсене те курмастăр, ӗçри ыйтусене те айккине «чышса» хуратăр. Çӗнӗ идейăсем çуралаççӗ. Хоббие пурнăçри тӗп ӗç туса хурасси патне çитетӗр.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Енчен те пуçлăхсем сирӗн пултарулăха халиччен шанман пулсан, халӗ шухăшӗсене улăштарма пултараççӗ. Хăвăрăн ӗçлес пултарулăхăрпа ăс-тăн шайӗнчен хăвăр та тӗлӗнетӗр. Юлташсем вара критиклеме пултарӗç, ан çилленӗр, илтмӗш пулни лайăхрах.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Тăрăшса, пӗтӗм вăй-хала парса ӗçленӗ хыççăн тинех канма пултаратăр. Харпăр пурнăçра та, ӗçре те йăлтах лăпкă пулӗ. Ӗçлӗ тӗлпулусене е собеседованисене ытларикуна е кӗçнерникуна палăртма тăрăшăр. Ку чухне ăнăçу сирӗн енче пулӗ.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Çак тапхăрта пурнăçăр тӗлӗнмелле лайăх пулнипе кун пирки пӗтӗм тӗнчене пӗлтерес килӗ. Çапах пӗлнӗ-пӗлмен çынсене каласа пама асăрханăр. Вăхăта çывăх çынсемпе ирттерни усăллăрах пулӗ. Сывлăхăра упрăр, тӗрӗс апатланма тăрăшăр.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Ку эрне пуçламăшӗнче пур енчен те асăрхануллă та тимлӗ пулмалла - ырă мар лару-тăрăва çакланма пултаратăр, уйрăмах мартăн 29-мӗшӗнче. Эрне вӗçӗнче интереслӗ тӗлпулусем йышлă пулӗç, усăллă çыхăнусем йӗркелетӗр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Çак тапхăрта пурнăçра мӗн те пулин улăштарас килнипе тем те пӗр шырама пуçлатăр. Хăшӗсем отпуска кайӗç, теприсем пурăнмалли вырăна улăштарӗç. Апат таврашӗ енчен хăвăра чарма тăрăшмалла. Каярахпа çӳхелме йывăр пулӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Ку эрнере сывлăха тимлемелле, мӗн-тӗр канăçсăрлантарсанах тăх­тамасăр тухтăр патне каймалла. Çумăрта ултавлă çынсем тупăнма пултараççӗ, вӗсем хăйсене усă пултăр тесе кăна тăрăшаççӗ. Çавăнпа асăрхануллă пулăр, кашнине шанмалла мар.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Ку эрне уйрăмах мăшăрлисемшӗн кăткăс пулӗ, шăпа тӗрӗслевӗ витӗр тухма тивӗ. Хутшăнусенче кризис пуçланать. Мартăн 28-мӗшӗ чи явап­лă кун пулӗ - çак кун мӗнпур йывăр ыйтусем татăлӗç. Çӗр пайӗ пуррисене çăлтăрсем çуллана хатӗрленме сӗнеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев