Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Виталий Елтов çуртӗнче вăйлă çилпе балкон ишӗлнӗ

Инкек кăнтăрла хыççăн 13.35 сехетре пулнă пулсан та, телее, çынсем шар курман.

Ӗнер Хусанта вăйлă çиле пула «Сувар» хаçат ветеранӗ Виталий Елтов пурăнакан çуртăн (Ю.Фучик урамӗ, 50-мӗш çурт) балконӗ ишӗлсе аннă. Инкек кăнтăрла хыççăн 13.35 сехетре пулнă пулсан та, телее, шар куракансем çук. Хусан Ӗçтăвкомӗн çăлавçисем çурта вырăна кайса тӗрӗсленӗ.

ТР МЧСӗ вăйлă çил вăхăтӗнче çынсене уçă балконсем çинчи лайăх çирӗплетмен япаласене илмеллине, чӳречесене лайăх хупмаллине аса илтерет. Çаплах вăйлă çил вăхăтӗнче çурт стени çумӗнче тăмалла маррине (çурт тăррине витнӗ шифер е шăвăç татăкӗ вӗçсе анас хăрушлăх пысăк), реклама щичӗсем, вывескăсем, çул-йӗр знакӗсем, электролини çывăхӗнче тăма юраманнине асăрхаттарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия