Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хальхи клубăн гарантийӗ пур

2018 çулта республикăра тата 28 клуб тăвӗç. Строительство ӗçӗсем 27-шӗнче пыраççӗ те ӗнтӗ, вӗсене çулталăк вӗçӗччен хута ярӗç. Проект лидерӗсем Актаныш, Çӗпрел, Кайпăç, Кукмор тата Элкел районӗсем, унта шалти ӗçсене те тытăннă.

Ют çӗршыв санкцийӗсем, долларпа евро пӗрмай ӳсни çӗршыв экономики çине витӗм памасть мар. Çакна пăхмасăр Тутарстанра социаллă программăсене малалла тăсма майсем тупаççӗ-ха. Ялсенче те улшăнусем курăмлă. Юлашки çулсенче клуб, ФАП, ветеринари участокӗ пек социаллă объектсем ӳссе ларчӗç. Танлаштарма, кӳршӗллӗ регионсен кун пек масштаблă программăсене пурнăçа кӗртме хальлӗхе майӗсем çукрах. Çавна кура эпир, тутарстансем, телейлӗрех темелле пуль.

Хальхи вăхăтра республикăра ТР Президенчӗн 30 ытла социаллă программи ӗçлет. Вӗсенчен пӗри – ялсенче культура центрӗсен (клубсен) строительстви. «Татар-информ» ИАра иртнӗ черетлӗ пресс-конференцире ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрӗн çумӗ Ильшат Гимаев пӗлтернӗ тăрăх, 2012-2017 çулсенче республикăри 257 ялта çӗнӗ клуб (2 617,96 миллион тенкӗлӗх) лартнă. Сăмах май, республика бюджечӗн шучӗпе пыракан çак строительство ӗçне пӗр ют çӗршыв строительне те явăçтарман. Строительство материалӗсене те республикăра кăлараканнисене кăна усă кураççӗ. Эппин, программа республика çыннисене хушма ӗç вырăнӗпе те тивӗçтерет.

Нумай функциллӗ культура центрӗсене ялсенче типлă проектпа лартаççӗ, вӗсем ялта пурăнакан халăх шутне кура 50,100, 200 тата 300 вырăнлă (библиотекăллă е ФАПлă, е библиотекăпа ФАПлă). Çӗнӗ объектсене пушар хăрушсăрлăхӗн требованийӗсемпе килӗшӳллӗн кăна мар, сывлăхран япăхраххисем валли чăрмавсăр кӗрсе çӳремелли майсене шута илсе тăваççӗ. Кашни çӗнӗ клубăн пандуссем, ăшă туалет пур.

2018 çулта республикăра тата 28 клуб тăвӗç. Строительство ӗçӗсем 27-шӗнче пыраççӗ те ӗнтӗ, вӗсене çулталăк вӗçӗччен хута ярӗç. Проект лидерӗсем Актаныш, Çӗпрел, Кайпăç, Кукмор тата Элкел районӗсем, унта шалти ӗçсене те тытăннă. Палăртса хăварар, çӗнӗ культура объекчӗсен гаранти срокӗ те пур. Ăна лартнă строительство компанийӗ клуба хута янă хыççăн кăлтăксем пулсан хăй шутӗнчен 5 çул тӳрлетет.

Ильшат Гимаев сăмахӗсем тăрăх, республика программăна ытти çулсенче те малалла тăсасшăн, мӗншӗн тесен культура объекчӗсем лартмалли ялсем çителӗклех-ха. (Сăнӳкерчӗк «Тăван ен» хаçатран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество