Ыран Хусансем 14 сехетчен кăна ӗçлеççӗ-и?
Ӗç кунне кӗскетес шухăшăн сăлтавӗ – Хусанта ¼ финалăн матчӗ иртнипе транспорт инфраструктурине кăшт пушатасси...
Хусан мэрийӗ Хусанти организацисене июлӗн 6-мӗшӗнче ӗç кунне 14 сехетчен кăна йӗркелеме сӗнет. Хушăва хула пуçлăхӗ Ильсур Метшин алă пуснă та ӗнтӗ, тесе пӗлтерет мэрин пресс-служби.
Ӗç кунне кӗскетес шухăшăн сăлтавӗ – Футболпа тӗнче чемпионачӗн ¼ финалӗн матчӗ Хусанта иртнӗрен транспорт инфраструктурине кăшт пушатасси тата хулари объектсене лайăхрах ӗçлеме майсем туса парасси.
Ыранхи матч мундиалӗн Хусанта юлашки вăййи, «Казань-Арена» стадионра çурма финала тухассишӗн Бразилипе Бельги сборнăйӗсем выляççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев