Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Юбилейпе, Игнатий архимандрит!

Хусан митрополичӗ, Çветтуй асапçă Кирилл ячӗллӗ архиерей подворийӗн наместникӗ Игнатий архимандрит Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Феофан пилӗпе кунта ӗçлеме килсен, кӗске хушăрах ун тавра чăвашсем пуçтарăнчӗç. Параскева Пятница чиркӗвӗ чăвашсен пулма пăрахнă хыççăн чăваш кӗллишӗн тунсăхланипе хусансем эпир хаваспах Игнатий атте службăра тăракан чиркӗве çӳреме пуçларăмăр. Паян, июлӗн 13-мӗшӗнче, Игнатий...

Хусан митрополичӗ, Çветтуй асапçă Кирилл ячӗллӗ архиерей подворийӗн наместникӗ Игнатий архимандрит Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Феофан пилӗпе кунта ӗçлеме килсен, кӗске хушăрах ун тавра чăвашсем пуçтарăнчӗç. Параскева Пятница чиркӗвӗ чăвашсен пулма пăрахнă хыççăн чăваш кӗллишӗн тунсăхланипе хусансем эпир хаваспах Игнатий атте службăра тăракан чиркӗве çӳреме пуçларăмăр. Паян, июлӗн 13-мӗшӗнче, Игнатий архимандрит (Григорьев) 50 çул тултарчӗ. Ăна юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр, вăрăм ӗмӗр, телей, хӗвеллӗ те ырă кунсем сунатпăр! Турă пилленӗ çăмăл мар миссие пурнăçлама тата чăвашсене чăн-чăн христиан пулма пулăшма вăй-хал та, сывлăх та иксӗлми пултăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев