Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

Александр АЙДАРОВ: «АННЕ ЧӖЛХИПЕ КАЛАÇМАННИ ТЕЛЕЙЛӖРЕХ ТĂВАЙМАСТЬ»

Чăваш чӗлхине шкулсенче вӗрентес ыйтăва ашшӗ-амăшӗсене татса пама ирӗк панăранпа савăнмалли сахал пирӗн. «Хама чăвашла пӗлни кирлӗ пулмарӗ, ман ачам ан вӗрентӗр», – текен аннесем нумайланса кайрӗç. Пирӗн паянхи хăнан вара кун пирки урăх шухăш.

 ​​​​​​​Эстонире «Тарай» этно-рок ушкăн йӗркеленӗ чăваш каччи (Пушкăртстан мăнукӗ) Александр Айдаров хăй тӗллӗн чăвашла калаçма-çырма вӗреннисӗр пуçне, акă ӗнтӗ миçемӗш çул халăх юррин пентатоникине тӗпе хурса çӗнӗ чăваш кӗввиюррине шăрантарать. Тӗрлӗ фестивальсене, Эстонире пурăнакан халăхсен кӗвви-юррисене халалланă тӗлпулусен ярăмӗсене хутшăнса чăваш юррине Европа шайне кăларать. «Тарай» ушкăн пирӗншӗн, тутарстансемшӗн, те çывăх, Александр Айдаровăн йăх тымарӗсем Çӗпрел районӗнчи Чăваш Çӗпрелӗнчен. Çавăнпа ушкăнăн пултарулăхӗпе кăсăклансах тăратпăр. Чăваш чӗлхи кунӗнче «Эпир те маттур» альбомӗ тухрӗ. Калас пулать, Европăра тухнă пӗрремӗш чăваш этно-рок альбомӗ вăл! Кун çинчен тӗплӗнрех пӗлес шутпа ятарласах Александр Айдаровпа хăйӗнпе интернет урлă çыхăнас терӗмӗр.

– Александр, сирӗн ушкăнăн ячӗ тахçантанпах кăсăклантарать. Мӗне пӗлтерет вăл?

–Манăçа тухнă чăваш сăмахех вăл, архаизм. Тарай – пурçăн. Ятарласа суйларăм, хитре сăмах ан çухалтăр тесе.

– Чăваш чӗлхи кунӗнче «Эпир те маттур» альбомăр тухнине пӗлтертӗр. Ăна çак кун тӗлне ятарласа хатӗрлерӗр-и е çапла пулса тухрӗ кăна?

– Ара, альбома ятарласа – 25.04.2020 – интернета кăлартăмăр. Унччен альбом хатӗрччӗ. – «Тарай» ушкăна темиçе çул. Юррăрсем сахал мар сирӗн. Мӗн чухлӗ вăхăт иртрӗ чылай альбом хатӗрличчен? – Ушкăна 2012 çулта пуçарса ятăмăр. Ку пирӗн 1-мӗш, дебютлă альбом. «Тарай» стильне «туптаса пăхнă» чухне демо юрăсем çыртартăмăр. Тинех, чăн-чăн альбом хатӗр. 2007 çулта Шупашкара кăна мар, Чăваш Ене те чи пӗрремӗш хут çитрӗм. «Çăлкуç» кафе. Н.Королеван «Сарă тюльпансем» юрри.Яш-кӗрӗм ахăлтатса ташлать... Чăвашра никам та мана мӗн вăл хальхи чăваш юрри-кӗвви тесе ăнлантарса параймарӗ. Хуравсем çителӗксӗрччӗ: теори е чăваш эстради. 2012 çулта çак ыйтăва хамах хуравлас терӗм. Сакăр çул хушши чăваш халăх юррисене юрласа, вӗсене тăнласа та тӗпчесе, кӗвӗсене чунра шыраса пурăнтăм.

– Кашни юррăн хăйӗн итлекенӗ. Мӗн сӗнет вӗсене альбом?

– Пирӗн ушкăн чăвашла калаçакан е калаçас текен çамрăк ăрушăн тăрăшать. Вӗсем тӗрлӗ çӗрте пурăнаççӗ: Чăвашра, Тутарстанра, Мускавра е Норвегире. Эстрадăри шаблонсенчен ывăннă-мӗн. Ахаль çӗннине мар, чăвашла çӗннине шырaççӗ вӗсем. Вӗсен чăваш юрри-кӗввипе мăнаçланас килет. Паллах, ачаpанпа чăваш кӗввине итлеме хăнăхнă аслă ăру та хăйшӗн «Тарай» юррисенче тăванран-тăваннине тупаять тесе уйлатăп (шутлатăп. – Ред.). Пирӗн итлекенсем – Европăра пурăнакан, культурăпа кăсăкланакан, аслă ӳсӗмри (30-45-ри) çынсем. Вӗсем чăвашсем мар. Эстонире пурăнатпăр, çавăнпа вӗсенчен нумайăшӗ эстонсем. Вӗсем валли live концертсем ирттеретпӗр. Чăвашра кам та пулсан концертсем йӗркелесен – пырăпăр! Пырас кăмăл пур.

– Мӗншӗн альбома «Эпир те маттур» тесе ят патăр? Эпӗ, тӗслӗхрен, çак ятран «те» татăка илсе пăрахнă пулăттăм. «Тарайăн» ыттисемпе танлаштарма çук хăйне евӗр стиль. Эппин, чăнах та маттур. Капла вара хăвăра такампа танлаштарнă пек пулса тухнă е мана кăна çапла туйăнать-и?

– Халăх юрринчи пек ят хуратпăр – пӗрремӗш йӗрке тăрăх. «Эпир те маттур» Петӗр Эйзин сăввин пуçламăшӗ. Сăвви чăвашсем пирки кăна мар. Этемлӗх çинчен… чăваша ку уйлаттарcан та тата лайăхрах. Пирӗншӗн хавхалану çăлкуçӗ – чăваш халăх юрри. Пентатоникине тӗпе хуратпăр. Ахаль мар эп чăваш юррисем итлетӗп те юрлама пӗлетӗп. Шăп та лăп пирӗнни пек кӗвӗ çук-ха, ма тесен «Тарай» сасси вăл – ман чун, тӗнче курăм, капла эп тӗнче сассине тăнлатăп. Ку «харпăр». Aнчах та хамăpa юрă-кӗвӗ юхăмӗн шайӗнче танлаштарма пултаратпăр – world music, indie folk e post folk. Тӗслӗхрен, Эстонире нумай-нумай хальхи музыкант халăх пултарулăхӗпе усă курать. Ытти çӗрте те: Франци, Монголи, Япони… Антарктикăра кăна çук. Çак ушкăнсемшӗн тăван культурăпа чӗлхе – пултарулăх никӗсӗ.

– Сирӗн юррăрсене ыттисемпе пăтраштарма çук, асра юлаççӗ. Сăмахӗсем тарăн шухăшлă, ытарлă. Хальхи чăваш композиторӗсем нумай чухне юрра хывма лайăх сăвăсем çуккине калаççӗ. Эсир мӗнле тухатăр кун пек лару-тăруран, кам çырать сирӗн валли?

– Чăвашла вулаканни/шухăшлаканни нумай-нумай хитре сăвă тупаять. Икӗ çын тăрăшнипе йăлтах интернетра пур www. vulacv.com e www.chuvash.org/ lib. Нимӗн те шухăшласа кăлармалла мар тесен те юрать. Интернетра пулман халăх часах вилнӗ тет. Чăвашсем интернетра пулмасан... Эпир чăваш сăвăçиceн пултарулăхӗпе усă куратпăр: А.Петтоки, И.Тукташ, П.Эйзин, И.Трер, Г.Ирхи… çавăнпа пирӗн юрăсенче «текстсем» мар, чăн-чăн поэзи. Паллах, кам та пулсан пире юрă çырмалăх пӗр-пӗр сăвă çырса парсан аван пулӗччӗ. Стереотиплă «Эс ман савни. Юратап сана» килӗштерсех каймастпăр. Классиксем мӗнле çырнине вуласа пăхсамăрччӗ. «Тарай» юррисене те итлесе пăхсамăрччӗ. Тӗслӗх нумай-çке.

– Кӗвӗ тӗнчинче халăха мӗнпе те пулин тӗлӗнтерме йывăррине каланăччӗ эсир пӗр интервьюра. Çак шутпах чăваш халăх пентатоникине тарăн тӗпчесе çӗнӗ стиль йӗркеленине асăннăччӗ. Хальлӗхе сирӗнни пек ушкăн урăх çук, эппин, тӗлӗнтертӗр пулса тухать, Европăра «Тарай» ушкăна пӗлеççӗ-и халь? Халăх çине час-часах тухатăр-и?

– СССР вăхăтӗнче нумай композитор чăваш халăх пултарулăхӗпе усă курнă. Пирӗн тӗллев вара кăна хальхи вăхăтра тăвасси. Чăваш юрри-кӗвви Шупашкар шайӗнче кăна мар, тӗнче шайӗнче пулмалла. Эстонире «Тарая» пӗлеççӗ, паллаççӗ. Халӗ альбом пур. Концертсене хутшăнатпăр. Аудиторие асăнтăм ӗнтӗ. Тӗллев: интернетра – чăвашсем; live концертсем эстонсем, Эстонире пурăнакан тата ытти халăхсем валли.

– Альбома винил пластинка çинче кăларас ӗмӗт пурнăçланчӗ-и? Ăçта итлеме пулать сирӗн юррăрсене?

– Винил кăларман, анчах та альбомӗ кунта www.youtube.com/channel/UC6YPuZwy0bVR0FH-pZDOt7g?

– «Палан» ушкăна халӗ те ертсе пыратăр-и? Мӗнлерех сирӗн малашнехи плансем?

– «Палан» ушкăна ертсе пымастăп. Ача çуралнипе вăхăт сахалтарах. Плансем: альбом, концертсем, маркетинг (ку пысăк ӗç) тата çӗнӗ альбом тăвас тетпӗр. Студиpе ӗçлеме пуçларăмăр.

– ЮНЕСКО чăваш чӗлхине пӗтекеннисен шутне кӗртме те ӗлкӗреймерӗ, чăвашсем эпир, шел те, килӗшрӗмӗр те темелле, ялсенче те ачасене вырăсла калаçтарма тăрăшаççӗ халӗ. Сирӗн патра ку япала тахçанах. Çапах та сирӗн хушăра чăвашла вӗренес текенсем çук-и, калăпăр, хăвăр çемйӗртех?

– Эпӗ хамăн ачапа чăвашла калаçатăп, амăшӗ – вырăсла. Капла эпир калаçса татăлтăмăр. Ку система. Ача мӗнле чӗлхепе каланине ăнланать пулсан – аталанать. Пирӗн система вара ашшӗ – чăвашла, амăшӗ вырăсла калаçтарни. Пăтраштармастпăр. Ывăл çулталăк та виçӗ уйăхра кăна пулин те, ик чӗлхене те пит лайăх ăнланать, хăй пултарнă пек пуплет. Ача садне кайсан эстонла вӗренӗ, шкула кайсан акăлчанла. Сиенлӗ мар ку.Нумай-нумай хутăш çемье ачисене темиçе чӗлхепе калаçтарать. Нихăш чӗлхене те «кирлӗ мар» тесе каламаççӗ. Тарайсем – Андреа Патрон – çемйинче итальянла, вырăсла тата акăлчанла калаçаççӗ. Эйнар Муони çемйинче – эстонла тата вырăсла. Икӗчӗлхелӗх – тытăм, система. Пирӗн ачасем нумай чӗлхеллӗ. Нумай чӗлхелӗх пирки нумай çырнă, тӗпченӗ. Сирӗн, журналистсен, кун пирки çырмаллах. Шел, хальхи чăвашсем кун пирки пӗлмеççӗ. Кирек мӗнле тăван чӗлхе те – сиенлӗ тиев мар! Анне чӗлхипе калаçманни телейлӗрех тăваймасть.

– Эсир хăвăрăн йăх тымарне тӗпчесе мăн кукаçăрсем Тутарстанри Чăваш Çӗпрел ялӗнчен Пушкăртстана куçса кайнине каланăччӗ. Халӗ ӗнтӗ эсир пирӗншӗн – хамăрăн. Тутарстанра пулнă-и, кунти чăвашсен Уявне килсе курас кăмăл çук-и?

– 2007 çулта Нурлатра пулса куртăм – 1-мӗш Уявра. Питӗ килӗшрӗ. Эстонирен килнӗ чăвашсемпе пӗрле сцена çинче юрларăм. Чăваш Çӗпрелне çитсе курас килет. Тен, мехел пулсан ывăлăмпа пырăп. Ăна хăй ăçтан пулнине кăтартас килет.

–  Çӗнтерӳ кунӗ пысăк уяв, эсир паллă тăватăр-и ăна?

– Кукаçи вăрçăра пулнă. Аманнă та. Арăмăн та кукашшӗ вăрçăра пулнах. Килтисемпе асăнатпăр. Сăпайлăн. Эреx-сăра ӗçмесӗр. Тав туса.

– Александр, тавах калаçушăн. Хăвăра тата ушкăна малашне те çитӗнӳсем тума ăнăçу, çемьере телей сунатпăр. (А.Айдаровăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем. Альбомри юрăсен ӳкерчӗкӗсен авторӗ Юлия  Овчинникова).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Александр Айдаров чӑваш культуринчи тӗлӗнмелле пулӑм тесе калас килет. Чӑваш юрри-кӗввине, халӑхӑн пурнӑҫ философине тӗнче умне кӑларать. Ҫак ҫӑмӑл мар ӗҫре ӑнӑҫу сунатӑп.

    • аватар Без имени

      0

      0

      Александр. Молодец, что культура и язык моих предков живет, значит и мы не зря живем!

      Теги: Чуваши зарубежья