Аслашшӗ-асламăшӗн çӗршывӗ Сергее ӗмӗрлӗхе, çитменнине çамрăклах, илсе юласса ашшӗ-амăшӗ кӗтмен. Ку вара чӗрене тата хытăрах ыраттарать. Пулса-иртни халӗ те пуçа шăнăçаймасть вӗсен.
Апас районӗнчи Черккӗн ялӗн каччин, Ульяновскри 31-мӗш уйрăм гварди штурмпа десант бригадин Орел позывнойлă гварди сержанчӗн Сергей Сергеевич Баранов-Орелăн (1989 – 2022) çар опычӗ пысăкчӗ. 2013 çултанпа контрактпа службăра тăнăскер Кавказри террористсене хирӗç операцие, Таджикистанри хирӗçтăрăва, Крыма тавăрнă çӗре хутшăннă тата ытти çакнашкал командировкăсенче час-час пулма тивнӗ. Шел, 2022 çулхи февралӗн 14-мӗшӗнче кайнă командировкăран вара таврăнма пӳрмен…

32 çулти разведчик-оператор Сергей Баранов-Орел 2022 çулхи май уйăхӗн 21-мӗшӗнче разведкăна кайсан Луганск Халăх Республикинчи Попасная хули патӗнче йывăр суранланса паттăррăн пуç хурать. Апас районӗн ятарлă çар операцийӗнчи пӗрремӗш çухатăвӗ ку. Гварди сержанта 2022 çулхи июнӗн 5-мӗшӗнче Ульяновск хулинчи Мухтав аллейинче чыслăн пытарнă пулсан та тăприне илсе килсе ялти масар çинче те палăк лартнă. Хастарлăхпа паттăрлăхшăн панă наградисем нумай салтак-десантникăн: «Участнику контртеррористической операции на Кавказе», «За ратную доблесть», «За возвращение Крыма», «Патриот России» медальсем тата Паттăрлăх орденӗ (вилнӗ хыççăн панă).
Сергей Сергеевич Баранов-Орела асăнса ентешӗсем тăван Черккӗн ялӗнче мемориал хăми вырнаçтарнă, шкулта асăну стенчӗпе Герой партти те пур. Ялти çамрăк ăрушăн паттăрлăх тӗслӗхӗ, мăнаçлăх вăл халӗ.
Медальсемпе аттене хăваласа çитеп-ха
«Атте пек пулас килет ман», – тетчӗ мӗн ачаран. Ашшӗ пирӗн Афган вăрçин ветеранӗ, виçӗ медаль ун. «Медальсемпе аттене хăваласа çитес теп-ха», – шӳтлетчӗ кайран та. Çитрӗ кăна мар, иртсе те кайрӗ... – сасси чӗтренчӗ салтак амăшӗн Нина Ивановнăн. – Çав тери çар çынни пуласшăнччӗ ӗнтӗ хăй. 9 класс пӗтерсен ман пата пычӗ те: «Анне, пирӗн укçа пур-и?» – ыйтать хайхи. «Сережа, пур, мӗн тума?» – тӗлӗнтӗм хам. «Мана салтака яр-ха», – тет. Çынсем ачисене укçа тӳлесе салтакран хăвараççӗ, ку хăй тӳлесе каясшăн. Хусанти танк училищине кайса пăхрăмăр. Пур енӗпе те юрăхлă пирӗн ача, куçӗ япăхрах курнипе кăна илмерӗç. Ашшӗпе темиçе те кайса килтӗмӗр, пурпӗр ӗç тухмарӗ. «Салтака та илмеççӗ-и ӗнтӗ», – тетпӗр хамăр. 11 класс пӗтерсен Сергей Çырчаллинчи Кама гуманитарипе техника колледжӗнче икӗ çул юриста вӗренчӗ. Унта та укçа ыйтман вăл пиртен, никама каламасăр завода хуралçа кӗрсе çӗрле ӗçленӗ. Çавăнта хăй тӳлесе вӗренсе тухрӗ. Унтан çара кайрӗ. Саратов облаçӗнчи Вольск хулине лекрӗ. Унта та лайăх служить турӗ. Ăслă ачаччӗ, çав тери, калама та çук», – тăсăлать малалла калаçу.

Графсен йăхӗнчен
Баранов-Орелсем – Украинăри графсен йăхӗнчен. Ашшӗ Сергей Пантелеймонович Украинăри Ровно облаçӗнчи Сарны хулинчи украинец. Амăшӗ Нина Ивановна вара чăваш, черккӗнсем, вăрманçăсен династийӗнчен. Красноярск крайӗнчи Лесосибирск хулине ӗçлеме кайсан паллашнă вӗсем. 1986 çулта пӗрлешнӗ, 1988 çулта Ульяновск хулине пурăнма куçнă. Сергей – пӗртен-пӗр ывăлӗ. Нина Ивановнăн амăшӗ вилсен 1996 çулхи декабрь уйăхӗнче çемье Черккӗне пурăнма килнӗ. «Пирӗн ача ноябрӗн 7-мӗшӗнче çуралнипе пӗрремӗш класа илмерӗç. Библиотекăна кӗнеке илме кайсан ăна Ираида Армянинова библиотекарь: «Вулама пӗлетӗн-и хуть?» – тесе ыйтсан ывăлăм вуласа та, çырса та кăтартнă. Ульяновскра ача садӗнче воспитательте ӗçленӗ эпӗ, хам группăнах çӳретчӗ Сергей, вулама-çырма вӗрентнӗ. Сергей вулама, çырма пӗлнине шкул директорне каланă библиотекарь. Çапла пирӗн ача 1997 çулхи февралӗн 24-мӗшӗнче Черккӗн шкулне 1-мӗш класа кайрӗ. Пӗрремӗш кунхинех киле юнланса таврăнчӗ. Пӗр класри Иван Кузьмин тӗртсе янă та ăшă батарейи çине çапăнса пуçне çурнă ку. «Анне, ӳссе çитсен ăна хӗнетӗп-ха»,– тет ман ача. Тӗрӗс те, пӗрлех вӗренсен те пит юлташлах çӳремерӗç. Ваняна та пӗр уйăх каялла СВОран килсе пытарчӗç...» –ассăн сывларӗ Нина Ивановна.

Мӗншӗн эпӗ пӗччен?
Баранов-Орелсем ача усрава илнӗ пирвайхи çемье Апас районӗнче. Вӗсем виçӗ пӗртăван хӗрачана Фарраховăсене хăйсен хӳттине илнӗ. «Сережа ялан: «Анне мӗншӗн-ха Боря тетен пӗрре, Юра тетен, Лиза, Лива аппасен икшер ача, эпӗ – пӗччен?» – тесе ыйтатчӗ ялан. Çапла пулса тухрӗ ӗнтӗ тесе лăплантараттăм. Вăл вара пурпӗр: «Мана йăмăк кирлӗ»,– тесе йăлăнатчӗ. Сергей 14 тултарсан (2004 çулта) Апаса пухăва кайрăм (Нина Ивановна нумай çул библиотекарьте ӗçленӗ. – Авт.). Ӗçекен ашшӗ-амăшӗ пăрахнă виçӗ хӗрача пирки калаçаççӗ унта. Шеллесе йӗрсе те илтӗм, ун чухнехи район пуçлăхӗн çумӗ Рамис Гусманович Ногманов патне пырса хам пӗр хӗрачине илесшӗн пулнине каларăм. Вăл ман шухăша ырларӗ, районти опекăпа попечительство секторӗн заведующийӗ Венера Исхаковна Губайдуллина патне кайма каларӗ. Çав кунах ун патне кӗрсе тухрăм. «Упăшкупа пӗрле килӗр – калаçăпăр», – терӗ Венера Исхаковна. Килтисене каласан: «Атя илетпӗр», – тӳрех савăнчӗ Сергей. Кайрăмăр калаçма. Эпир ача илсе килессе кӗтсе пирӗн Сережа урайне сӗрсе тухнă, паранкă ăшаласа хунă. «Хӗрачи ăçта вара?» – тесе ыйтрӗ пире хамăра кăна курсан. «Кӗме вăтанать»,– тетпӗр. Тухса шыраса çӳрет хайхи. Кайран тин малтан документсем пуçтармаллине ăнлантартăмăр. Çапла виçӗ пӗртăван хӗрачана илсе килтӗмӗр. Лейсан – 10-ра, Инзиля– 4-ра, Ильвина 2-ре кăначчӗ-ха. Лейсан шухăрахчӗ пирӗн, çапăçма пăхатчӗ. Пӗр çуларах пулнипе-ши Сергейпе малтан килӗштерейместчӗç. Пӗррехинче, çакăн пек тавлашу пулсан-тăр ӗнтӗ: «Анне, эп ывăнтăм вӗсемпе пурăнса, атя-ха каялла кайса паратпăр, пӗчӗккисене хăвар, аслине кăна леçсе пар», – тет. «Çук, ывăлăм, е пурне те хăваратпăр, е пӗрне те памастпăр», – тетӗп. «Апла пулсан юлччăр»,– килӗшрӗ ку манпа.
Инзиля пирӗн пӗчӗкренех çав тери маттурччӗ, ăна пурте юрататчӗç. Пӗррехинче пӗрле ӗçлекен клуб заведующийӗ Елена Армянинова ăна садикренех хăй патне çӗр каçма илсе кайнăччӗ. Сергей клубран килчӗ те пăхать – Инзиля килте çук. Çӗрле 12-ре кайса илсе килчӗ вӗт. Ачасем кайран питӗ туслăн ӳсрӗç, пӗр-пӗрне час курмасан çав тери тунсăхлатчӗç. Яла килсен пӗрре те курмасăр кайман. Пӗр-пӗрин патне хăнана çӳретчӗç. Усрав хӗрӗмӗрсем виççӗшӗ те качча кайрӗç, ачисем пур. Инзиля иккӗмӗш сыпăкри шăллăмăн ывăлне Александр Васильева ( полици капитанӗ) качча тухрӗ. Ульяновскра тăраççӗ. Августра иккӗмӗш ачи çуралмалла вӗсен. Ильвина – Анат Камăра, Лейсан Хусан çывăхӗнчи Осиново поселокӗнче пурăнаççӗ. Çав тери маттур та ӗçчен пирӗн ачасем. Пурте ялти «Шурăмпуç» фольклор ансамбльне çӳретчӗç тата. Инзиля çав тери чăваш пуласшăнччӗ ӗнтӗ. Качча кайсан ятне те, ашшӗ ятне те улăштарчӗ. Елизавета Сергеевна Васильева халь пирӗн вăл», – ачисем çинчен ăшшăн каласа парать Нина Ивановна.
10 çулне пурне те пухас килет
Инзиля упăшкин ашшӗ-амăшӗ, Нина Ивановнан иккӗмӗш сыпăкри шăллӗсем, Ульяновск çывăхӗнчи Мокрая Бугурна ялӗнче пурăнаççӗ. Сергей унта хăнана кайсан вырăнти пӗртен-пӗр лавккара амăшне пулăшакан хӗрпе Надежда Фроловăпа (аслă пӗлӳллӗ юрист вăл) паллашать. Нина Ивановна та ывăлӗн савнине килӗштерет. Хӗрпе ВКонтактере юлташланать. «Хăçан пирӗн кин пулан-ха?» – çырса ярать пӗррехинче Надеждăна. «Килӗшме килсен», – хуравлать хӗр. Нумай шухăшласа тăмаççӗ, çийӗнчех авалхи йăлапа 12 тăванне пуçтарса хӗр килӗшме каяççӗ. Çапла 2012 çулта Пăвари «Орхидея» хăна çурчӗн комплексӗнче туй кӗрлеттереççӗ Баранов-Орелсем. Сергейпе Надеждăн кӗçех ывăл – Ваня – çуралать. Сергей те лавккана ӗçе вырнаçать-ха, анчах пӗрер уйăх пек ӗçлесенех кăмăлне кайманнипе пăрахса контрактпа тепӗр хут çара каять (2013 çулта). Çапла икӗ хутчен контракта тăсать вăл. «2022 çулхине январь уйăхӗнче мăнукăмăр Ваня 8 тултарчӗ, çуралнă кунне кайрăм. Сергей мана машинăпа яла леçет. Хайхи «Орхидея» комплекс патӗнчен иртнӗ чухне: «Анне, сентябрьте кунта пуçтарăнатпăр, шăпах Надьăпа пӗрлешни 10 çул пулать пирӗн. Çакăнта пурне те тепре пуçтарас килет ман», – терӗ. «Юрать, ывăлăм», – савăнса килӗшрӗм унпа. Февралӗн 14-мӗшӗнче хăйне вăрçа илсе кайнă иккен...» – каллех куççулӗ капланчӗ салтак амăшӗн.
Усалли пуласса кӗтмен
Сергей çулталăкра икшер хут çар командировкисене кайнине çывăх тăванӗсем хăнăхса çитнӗ ӗнтӗ. Хальхинче те усалли пуласса шутламан вӗсем, черетлӗ командировка вырăнне кăна хунă. Тӗрӗссипе, Украинăра вăрçă тапранассине чухламан мар-ха гварди сержант. Маларах хваттер тара илсе пурăннăскерсем, 2021 çулхи сентябрь уйăхӗнчех икӗ пӳлӗмлӗ хваттер туяннă. Хăй машинине сутса çӗннине туянса мăшăрӗ çине çыртарнă. Надьăна вара хистесех машинăпа çӳреме вӗрентсе хăварнă, малашне кирлӗ пуласса пӗлнӗ пекех. Командировкăна каяс умӗн çывăх юлташӗсене: «Ман Ваньăпа Надьăна ан пăрахăр, эпир пуртех таврăнаймăпăр», – тесе хушса хăварнă.
Анне, каçар мана
«Эпир вăрман патӗнче пурăнатпăр, яла антăм, март уйăхӗн вӗçӗ – апрель уйăхӗн пуçламăшӗччӗ пуль ун чух, пӗр хӗрарăм хирӗç пулчӗ те: «Эсӗ хыпар илтмен-и? Ывăлу вилнӗ вӗт сан», – тесе хучӗ. Ăçтан шухăшласа кăларнă пуль? Юн пусăмӗ пысăккипе аптраканскер эпӗ çавăнтах йăванса кайрăм. Кун хута, çӗр хута кӗлӗ вуларăм. Тепӗр кун ирхине 5-рех тăрса Фроловăри чиркӗве кайрăм, инçе вăл пиртен. Чӗркуçленсе ларса кӗлтурăм унта. Кăнтăрларан киле таврăнсан ак хайхи, палламан номертен Сергей шăнкăравлать. Сассине илтсен кăшкăрса йӗрсе ятăм. «Мӗн тума йӗретӗн?» – тӗлӗнет ывăлăм. «Савăннипе», – теп кăна. Мана вăл вилнӗ терӗç вӗт, хăйне каламарăм ӗнтӗ кун çинчен, таврăнсан каласа парăп-ха тесе çӳрерӗм – пулмарӗ. Çавăн чух пирӗн çапларах калаçу пулчӗ: «Анне, каçар мана йӗркесӗр пулнăшăн... Урăххине нимӗн те тума пӗлместӗп, çак профессие суйларăм. Маншăн ан пăшăрхан, «Отче наш» кӗлӗ вулатăп», – тет. Вăл мана нихăçан та пăшăрхантарса курман, кунта каçару ыйтать. Çав калаçу хыççăн урăх çыхăнăва тухмарӗ...
Упăшка пирус туртать ман, май уйăхӗн 21-мӗшӗнче ирех туртма тăрсан 4 сехет тӗлӗнче чӳречене вӗçен кайăк хыттăн пырса çапăнчӗ тет, шăп çав вăхăтра чунӗ тухнă пирӗн ачан...» – куççульне çăтрӗ салтак амăшӗ.
Пурпӗр йăтса çитерейместӗр...
Разведчик-оператор Сергей Баранов-Орел 2022 çулхи февралӗн 24-мӗшӗнче 31 тата 45-мӗш десантпа штурм бригадисен йышӗнче Гостомель хули патӗнчи Антонов аэропортӗнчи ВСУ плацдармне илсе хамăрăннисем çитиччен тытса тăнă. Пирӗн çарăн пысăк ăсталăхӗпе историе кӗнӗ ку операцире те сывах юлнă-ха Сергей. Анчах май уйăхӗн 21-мӗшӗнче Луганск Халăх Республикинчи Попасная хули патне разведкăна кайсан ир енне вӗсен 12 çынран тăракан ушкăнне тăшман асăрхаса ӗлкӗрсе хытă пеме пуçлать. Сергей Баранов-Орел хытă аманать. Контузи илнӗскер, хăйпе мӗн пулнине тӳрех ăнланса та илеймест-ха: «Сулахай ура ыратать ман», – кăшкăрса юлташӗсене пулăшма ыйтать. Лешсем чупса пыраççӗ те унăн сулахайӗ кăна мар, сылтăм ури те çук иккен, иккӗшне те татса пăрахнă. Ыратнипе укол тума ыйтать. Анчах икӗ укол хыççăн чӗри чăтаймасран шикленсе виççӗмӗшне тума килӗшмеççӗ юлташӗсем. Наçилкка çинче те нăйкăшман Сергей, аллине пуç айне хунă та: «Пурпӗр йăтса çитерейместӗр», – тесе яланхилле йăл кулнă çеç. Тӗрӗс те, госпитале йăтса çитереймен, чӗри тапма чарăннă...
Çыхăну татăлман
Çӗршывсен çăмăл мар хутшăнăвӗсене пăхмасăр Украинăри тăванӗсемпе çыхăну татăлман Баранов-Орелсен. Сайра-хутра пулсан та халӗ те телефонпа калаçсах тăраççӗ вӗсем. Сергей те акă мăшăрӗпе Надьăпа, ывăлӗпе Ваньăпа асламăшӗ Мария Пантелеймонова Николайчук патне Сарны хулине кайма ӗмӗтленсе пурăннă. Шел, 2022 çулта пуçланнă СВО пин-пин çыннăнни пекех вӗсен пурнăçне те тӗпрен улăштарнă.
Сергей ятарлă çар операцийӗн зонинче пулнине Украинăри тăванӗсем пӗлнӗ, асламăшӗ Мария Пантелеймоновна мăнукне сывă хăварма ыйтса Турра кӗлтума пӗрре те чарăнман. Сăмах май, Сергее виççӗре чухне шăпах Сарны хулинчи авалхи чиркӳре тӗне кӗртнӗ пулнă. Хреснашшӗне ашшӗн пӗртăван шăллӗне Леньăна, хреснамăшне унти кӳршине Людмилăна тунă. Тӗлӗнмелле пулин те, çак икӗ çамрăк кайран пӗрлешсе çемье çавăрнă, 5 ача çуратнă. Çавăнпа Сергей Украинăна каймасăр тăман, СВО зонинче чух та шăнкăравланă. Апасри мăнукне питӗ юратнă иккен асламăшӗ. Шăп çак сăлтавпах чӗри чăтаймасран хăраса Сергей вилнине пӗлтермен тăванӗсем ват çынна. Асламăшне икӗ эрне кашни ир куçне курăннине каярах ашшӗн пӗртăван йăмăкӗ Лена каласа панă вӗсене. «Анне, жалюзие уçа-уçа чӳречерен кама пăхатăн кашни ир?» – тесе ыйтнă унран. «Сергей килет вӗт ман пата, кулса тăрать, аллипе суллать те каять, пӳрте кӗмест. Аллине хула еннелле суллать, хăй вара тепӗр еннелле каять», – тесе хуравланă ват çын. Сергей каякан енче вӗсен шăпах чиркӳ, ун хыçӗнче масар иккен. 2023 çулхине Мария Пантелеймоновна Апас районӗнчи ывăлне шăнкăравласа Çӗнӗ çулпа, Раштавпа саламлать-ха, тепӗр темиçе кунран, январӗн 11-мӗшӗнче, вара вилсе каять. Обстрел вăхăтӗнче хăраса путвала ансан, пӗр эрне хăпарайман килте пӗччен юлнă карчăк, хӗрӗ Лена вăл вăхăтра Венгрире пулнă. Çавăн хыççăн урисемпе хытă аптрама тытăннă вăл.

Атте пек пулатăп
Сергей Баранов-Орелăн ывăлӗшӗн Ваньăшăн ашшӗ – тӗслӗх. Вăл та ашшӗ пекех çар çынни пулас ӗмӗтпе пурăнать халӗ. Ульяновск хулинчи Суворов училищине 5-мӗш класа вӗренме кайнă. Пӗр курс пӗтернӗ кăçал. Ваня унта халех парашютпа сикме вӗренет. Сăмах май, хăйпе пӗрле службăра тăракансенчен парашютпа сикессипе Сергее çитекенни пулман.

Шацк хуллинче те астăваççӗ
Ульяновскри 31-мӗш уйрăм гварди штурмпа десант бригадин Орел позывнойлă гварди сержантне Сергей Сергеевич Баранов-Орела Рязань облаçӗнчи Шацк хулинче те аван астăваççӗ. 2018 çулта Хӗрлӗ Çарăн 100 çулхи тата Рязаньри В.Ф. Маркелов генерал ячӗллӗ Сывлăш десантчӗн аслă çар училищин юбилейне çӗршыври десантниксем йӗлтӗрпе инçе марш-бросока тухнă. Новороссийск, Псков, Кострома, Тула, Камышино, Смоленск, Ульяновск, Белгород, Кубинки, Рязань десантникӗсем йӗлтӗрпе виçӗ эрне (февралӗн 2–21-мӗшӗсенче) 7500 километр иртнӗ. Ульяновск десантникӗсен маршручӗ шăпах Рязань облаçӗнчи Шацк хули витӗр выртнă. Паллă ӗнтӗ, спорт отрячӗн йышӗнче Черккӗн каччи те пулнă. Десантниксем вырăнти шкул ачисемпе паттăрлăх урокӗсене асра юлмалла ирттернине халӗ те манмаççӗ кунта. Акт залӗнчи тӗлпулу вӗçленес умӗн Сергей Баранов-Орел алăри сехетне салтса юнармеецсен «Патриот» отрячӗн командирне, çав тери пултаруллă хӗрачана Дарья Сенинăна (пике кайран Саранскри медицина университетӗнче вӗреннӗ) парнеленӗ. Ку сехете нихăçан та алăран салтман вăл, унпа кашни командировкăрах пулнă, Кавказра террористсемпе кӗрешнӗ чух пурнăçне сыхласа хăварма та пулăшнă. Дарья Сенина Ульяновск десантникне асра тытса куç пек упрать-ха çак хаклă парнене халӗ.
Çакăн пек ырă кăмăллă та хăюллă, чăн-чăн салтак пулнă Баранов-Орелсен пӗртен-пӗр ывăлӗ Сергей. Ашшӗ-амăшӗ, ывăлӗпе мăшăрӗ, çывăх тăванӗсем, çав шутра Украинăра та, пӗр çеккунта та асран кăлармаççӗ ăна. Чӗрери тарăн суранӗ тӳрленейӗ-ши вӗсен? Мӗншӗн тесен аслашшӗ-асламăшӗн çӗршывӗ Сергее ӗмӗрлӗхе, çитменнине çамрăклах, илсе юласса вӗсенчен никам та кӗтмен. Ку вара чӗрене тата хытăрах ыраттарать. Пулса-иртни халӗ те пуçа шăнăçаймасть вӗсен.
Нина Ивановна халӗ волонтер, ялти хӗрарăмсемпе пӗрле фронт валли маскировка сеткисем çыхать. Хуйхи çав тери пысăк пулнипе малтан ку ӗçе пуçăнайман вăл. Мăшăрӗ Сергей Пантелеймонович: «Кай, фронтри атьсене пулăшни Сергее килӗшнӗ пулӗччӗ», – тенӗ хыççăн вăл куллен клуб еннелле утать халӗ. Кунта хăй пекех салтак амăшӗсемпе калаçса чунне лăплантарать.
Баранов-Орелсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Нет комментариев