«РОСТКИ: Россия и Китай – взаимовыгодное сотрудничество» форум уçăлчӗ
Августăн 16 – 19-мӗшӗсенче Хусанта «РОСТКИ: Россия и Китай – взаимовыгодное сотрудничество» халăхсем хушшинчи форум иртет. Раççей регионӗсенчен, Китай Халăх Республикинчен, ытти çӗршывсенчен пӗтӗмпе 10 пине яхăн çын, 200 ытла пысăк компани хутшăнаççӗ.
Программа хальхинче те анлă: промышленность, сывлăх сыхлавӗ, транспорт тата ытти сферăсемпе çыхăннă 70 яхăн ӗçлӗ сесси, «Казань Экспо» курав центрӗнче «Russia-China Expo» курав ӗçлет, культурăпа спорт мероприятийӗсем.
IV Халăхсем хушшинчи форума паян хаваслă лару-тăрура уçнă. Мешехене ТР Раисӗ Рустам Минниханов, Китай Халăх Республикин Раççейри элчи Чжан Ханьхуэй, Амур, Киров облаçӗсен кӗпӗрнаттăрӗсем Василий Орловпа Александр Соколов, Китай предпринимателӗсен Раççейри Союзӗн председателӗ Чжоу Лицюнь, Китай провинцийӗн представителӗсем хутшăннине пӗлтерет ТР Раисӗн пресс-служби.Рустам Минниханов хăй сăмахӗнче форум 2023 çултанпа иртнине, вăл Китайпа Раççейӗн регионсем хушшинче хутшăнмалли, власть органӗсен, бизнеспа, наукăпа, вӗрентӳпе культура представителӗсене пӗрлештерекен площадка пулнине каланă.

«Форум ӗçӗн тăсăмне çӗнӗ инвестици проекчӗсенче, килӗшӳсенче, пӗрлехи производствăсенче тата вӗрентӳ пуçарăвӗсенче куратпăр. Кăçал программа тата анлăрах: искусствăлла интеллектпа, промышленность кооперацийӗпе, финанспа, экономикăпа çыхăннă ӗçлӗ сессисем, «Russia-China Expo» халăхсем хушшинчи курав, культура мероприятийӗсем»,– тенӗ вăл.
Сывлăх сыхлавӗн сферинче пӗрле ӗçлесси çине уйрăмах пысăк тимлӗх уйăрӗç. Кăçал пуçласа «Россия – Китай: технологии для здравоохранения» наука симпозиумӗ пулать.ТР Раисӗн сăмахӗпе, Китай – республикăн тӗп инвесторӗ, 2025 çулта тавар çаврăнăшӗ 3,35 миллиард тенкӗпе танлашнă. Шăпах пӗрлехи ӗç эффективлă йышăнусем тума, çӗнӗ производтво цепочкисене йӗркелеме, çӗнӗлӗхсем кӗртсе экономикăн ӳсӗмӗн механизмӗсене йӗркелеççӗ.
фото: rais.tatarstan.ru
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев